Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2015.04.09 Черетлĕ лару иртрĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://krarm.cap.ru/

Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн правленийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Правлени пайташĕсем ака уйăхĕнче тумалли ĕç-хĕле тишкерчĕç. Кашни ĕçшĕн яваплисене палăртрĕç. Тумалли ĕçсен шучĕ вара сахал мар. Акă, районти «Ял пурнăçĕ» хаçат урлă Красноармейски районне йĕркелĕренпе 80 çул, Аслă Аттелĕх вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа йĕркелесе ирттернĕ сăвă çыракансен «Чĕререн тухакан сăмахсем» конкурсне пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕсене чыслама хатĕрленмелле. Районти тĕп библиотека ертсе пынипе «Мухтавлă ентешсем» ятпа ирттернĕ сочиненисен конкурсĕн пĕтĕмлетĕвне туса мала тухнисене палăртмалла. Шкул ачисем хушшинче сăвă вулакансен «Сентти çăлтăрĕ» конкурсне йĕркелесе ирттермелле. Юратнă поэтăмăр К. Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине палăртса район администрацийĕн вĕренÿ пайĕнчи информаципе методика центрĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен творчествăлла ушкăнĕ пуçарнипе районти шкулсенче тăван чĕлхе вĕрентекенсем хушшинче «Нарспи» поэмăна пăхмасăр вулассипе уяв-конкурс ирттермелле. Литературăпа  Константин Иванов çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Туслăх кăшăлĕ» сăвă-юрă фестивальне  тĕплĕн хатĕрленсе чыслăн ирттерсе ямалла. Çак фестивальте çÿлерех асăннă конкурссен çĕнтерÿçисене чысламалла, пĕрремĕш вырăна тухнисен хăйсен пултарулăхĕпе тепĕр хут паллаштармалла. Çак палăртнă ĕçсене ăнăçлă пурнăçлама йĕркелекенсене те, хутшăнакансене те пысăк хастарлăхпа çитĕнÿ сунатпăр.

 

Чувашский национальный сайт 

Система управления контентом
429620,Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д.35
Телефон: 8(83530) 2-12-15
Факс: 8(83530) 2-12-15
E-Mail: krarm@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика