Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2015.04.08 «Чĕререн тухакан сăмахсем»

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://krarm.cap.ru/

Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ, Трак енри Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ, ЧНКан районти уйрăмĕ тата районти «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕ Красноармейски районĕ йĕркеленнĕренпе 80 çул, Аслă аттелĕх вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине тата К.Иванов çулталăкне халалласа шкул ачисемпе аслисем хушшинче сăвă çыракансен «Чĕререн тухакан сăмахсем» конкурсне ирттереççĕ.

Унăн тĕллевĕ – пултаруллă вĕренекенсене тупса палăртасси тата вĕсене хавхалантарса тăрасси, литература ĕçне явăçтарасси, аслисен творчество пултарулăхне аталантарасси.

Конкурса Трак енри шкулсенчи 3-11 классенче (ушкăнсене уйăрса 3-5, 6-8, 9-11 кл.) вĕренекенсем тата поэзие кăмăллакансем хутшăнма пултараççĕ.

Конкурса хутшăнакансем хăйсен ĕçĕсене апрелĕн 10-мĕшĕччен районти «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцине тăратмалла, вĕсем конкурс темисемпе килĕшсе тăмалла. Сăвăсене А4 формат хут çине пичетлесе памалла. Унта авторăн тулли ячĕ, хушамачĕ, ашшĕ ячĕ (аслисен телефон номерĕ) пулмалла, хăш шкулта, миçемĕш класра вĕреннине палăртмалла. Электронлă вариантпа ĕçсене йышăнмаççĕ.

Конкурса тăратнă ĕçсене апрелĕн 24-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Конкурс çĕнтерÿçисене дипломсемпе, унта хутшăннисене тав çырăвĕсемпе чыслаççĕ. Чи лайăх ĕçсене райхаçат страницисенче пичетлеççĕ.

 

Чувашский национальный сайт 

Система управления контентом
429620,Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д.35
Телефон: 8(83530) 2-12-15
Факс: 8(83530) 2-12-15
E-Mail: krarm@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика