Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2015.02.02 ЧНК Мăн Канаш ларăвĕ иртрĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://krarm.cap.ru/

Кăрлачăн 31-мĕшĕнче наци вулавӑшӗнче Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канаш ларӑвӗ иртрӗ. Шупашкара çĕршывăн ытти регионĕсенче пурăнакан ЧНК пайташĕсем, Республикăри районсен Шупашкарти ентешлĕхĕсен ертÿçисем пуçтарăнчĕç. Мăн Канаш иртнĕ май, ЧНК район уйрăмĕсен ертÿçисем те хăйсен семинар-канашлуне йĕркелерĕç.

Мăн Канашра пӗлтӗрхи ӗҫсене пӗтӗмлетрӗҫ, кӑҫалхи ҫулталӑкра мӗн тумаллине палӑртрӗҫ, пуçтарăннă ытти ыйтусене те уçăмлатрĕç.

Малтанах ЧНК пайташĕсене ЧР Культура министрĕ Вадим Ефимов тухса саламларĕ. Хăй ертсе пыракан министерство 2014-мĕш çулта тунă ĕçсемпе паллаштарчĕ, ЧНК пайташĕсене пĕрле ĕçленĕшĕн тав турĕ. Уйрăмах тулай чăвашĕсемпе конгресс хастарĕсем тачă çыхăнса ĕçлесе чылай ырă ĕçсем тунине палăртрĕ. Культура Çулталăкĕ республикăра сумлă иртнинче ЧНК пайташĕсен тÿпи те пысăккине палăртрĕ. Çĕршывра Литература, чăваш республикинче К.В.Иванов Çулталăкĕ пуçланнă май, Вадим Петрович министр конгресс хастарĕсене ку çул та пĕрле тачă çыхăнса ĕçлеме чĕнсе каларĕ.

Мăн Канашăн малалли тĕп ыйтăвĕ - ЧНК Президенчĕн иртнĕ çул туса ирттернĕ ĕçсем çинчен каласа пани пулчĕ.

Николай Федорович Угаслов Мăн Канаш пайташĕсене конгресс тунă ĕçсем çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Комитетсем иртнĕ çулталăкра мĕнлерех тăрăшнине уçăмлатрĕ. Уйрамах хастаррисене асăнчĕ: комитетсен ертÿçисене Эдуард Бахмисова, Зинаида Вороновăна, Виталий Васильева, Константин Яковлева, Юрий Зорина хастар пулнăшăн, ЧНК президиумĕн пайташĕсене Николай Лукиянова, Петр Ивантаева, Атнер Хусанкая ЧНК Уставне саккуна пăхăнса, хальхи самана ыйтнă пек çĕнĕрен тĕплĕн редакцилесе йышăнма пулăшнăшăн тав турĕ.

Чăваш ялĕсенче чи шухăшлаттараканни — ĕçкĕпе иртĕхни пулнине шута илсе «Сывă наци» комитетăн ялсемпе тĕплĕнрех ĕçлемеллине, тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене йĕркелемеллине каларĕ. ЧНК Президенчĕ Николай Угаслов

чăвашсене пĕрлештерме, хамăр нацине хисеплеме тата унпа мухтанма, ытти халăхсемпе туслăха çирĕплетме регионсенче иртекен Акатуйсем пулăшнине асăнчĕ. Уйрăмах Тутарстанти Нурлат хулинче иртекен Уяв чи пысăк шайра иртнишĕн унти чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçин Константин Яковлевăн тÿпи питĕ пысăккине палăртрĕ.

Малалла Николай Угаслов ку çул валли хатĕрленĕ ЧНК ĕç планĕпе паллаштарчĕ. Тĕп ĕçсенчен пĕри — Аслă Çĕнтерÿ пулни 70 çул çитнине анлă паллă тăвасси тата К.В.Иванов Çулталăкне тивĕçлĕ шайра ирттересси. Ку енĕпе ЧНК пайташĕсем ĕçлеме пуçланă та ĕнтĕ. Май уйăхĕнче Слакпуçĕнче юратнă поэтăмăра асăнса ирттерме палăртнă «Аслă Силпи ялĕнче...» фестиваль положенине Культура тата «Чăваш ялĕ» комитечĕсем çырса хатĕрлесе яваплă вырăнсене салатма та ĕлкĕрнĕ.

ЧНК Президенчĕ Николай Угаслов хăйĕн регионсемпе ĕçлекен çумне, Тутарстан чăвашĕсен наципе культура автономийĕн ертÿçине Константин Яковлева пултаруллă пулнишĕн тав турĕ, ăна сăмах пачĕ.

Константин Геннадьевич Тутарстан чăвашĕсем ирттерекен ĕç-пуçпа паллаштарчĕ. Вăл уйрăмах И.Я. Яковлев çуралнă яла, Кăнна-Кушкине чĕртсе, çĕнĕтсе ярассипе ĕçленипе кăмăлли сисĕнчĕ.. Ку çул вĕсем «Раççейри чи илемлĕ чăваш ялĕ», «Раççейри чи илемлĕ чăваш шкулĕ» «Раççей шкулĕнчи чи лайăх чăваш чĕлхи кабинечĕ» конкурссем йĕркелессине, ун валли самай пысăк нухрат уйăрнине хыпарларĕ.

Тухса калаҫакансем чылай пулчӗҫ,ЧНК-н 2015 -мĕш çул планне кӗртмелли сӗнӳсене сахал мар пачӗҫ.

Чăваш наци конгресĕ тинтерех çеç йĕркеленĕ Ваттисен Канашĕн председателĕ Василий Шадриков пухăннă Мăн Канаш пайташĕсемпе конгресс хастарĕсене хăйпе паллаштарчĕ, сумлă ватăсем конгреса чăваш культурине упрама, наци политикине аталантарма, çамрăксене вĕрентсе пыма пулăшса ĕçлессе шантарсах каларĕ.

Районсенчи ЧНК уйрăмĕсен ертÿçисен ячĕпе Трак енĕнчен килнĕ Зинаида Михайлова тухса калаçрĕ. Хăйсем вырăнта еплерех ĕçсем туса ирттернине уçăмлатрĕ.

Республикăри районсен Шупашкарти ентешлĕхĕсен ячĕпе вара Хĕрлĕ Чутай ентешлĕхĕн пуçлăхĕ Александр Самылкин сăмах илчĕ. Ун шухăшĕпе ял уявĕсене ку ялтан ытти регионсене куçса кайнă ентешсене хутшăнтарма пуçламалла. Вăл ял историне лайăхрах тĕпчеме, тăванлăх туйăмне, туслăха çирĕплетме пулăшакан меслет пулнине палăртрĕ.

Сӑмах калакансен йышӗнче «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп директорӗ Валери Туркай та пулчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл Шупашкарта Константин Ивановӑн палӑкне питӗ мелсӗр вырнаҫтарнине каларĕ. Валери Туркай палӑка театр умне куҫарма сӗнчӗ, ку ӗҫре ЧНК пулӑшасса шанчӗ. Унсӑр пуҫне Шупашкарти тепӗр палӑк та хӑй вырӑнӗнче мар иккен. Сӑмах Петӗр Хусанкайӑн палăкĕ пирки пырать. Вăл хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ патӗнче вырӑн тупнӑ. Валерий Туркай шухӑшӗпе Петӗр Хусанкайӑн палӑкӗ тем тесен те хула варринче пӗр-пӗр чаплӑ вырăнта пулмалла.

Мăн Канаш пайташĕ Геронтий Никифоров ЧНК вĕренÿпе наука комитечĕ çĕршыври мĕнпур чăваш ачисем хушшинче «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурс йĕркелени, ăна ирттерме Культура министерстви укçан пулăшнине пĕлтерчĕ. Пухăннисене çак конкурса нумай ачана хутшăнма май туса пама чĕнсе каларĕ.

ЧНК Президенчĕн çумĕ, экономика комитечĕн ертÿçи Олег Мешков та сăмах илчĕ. Вăл конгресăн хăйĕн ĕçне укçаллă çынсене явăçтарма хăнăхмаллине, нухратсăр хальхи вăхăтра нимĕн те тума май çуккине палăртрĕ.

Пуху вӗҫӗнче, заявлени ҫырнине пула, ЧНК йышӗнчен хӑш-пӗр ҫынсене кӑларчӗҫ. Тӗслӗхрен, малашне унта культура министрӗ Вадим Ефимов пулмӗ. Анчах ку культура министерстви ЧНК ӗҫне пач хутшӑнманнине пӗлтермест. Министр вырӑнне ЧНК йышне заявлени ҫырса тепӗр ҫын кӗчӗ - Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Сергей Казаков. Мăн Канаш ларăвĕ вĕçленнĕ май, ЧНК пайташĕ пулма чылай çын ыйтса заявлени çырчĕ.

Конгресс президиумне те çĕнĕ пайташсем хутшăнчĕç: Василий Шадриков, Геронтий Никифоров тата Сергей Казаков. 

 

Чувашский национальный сайт 

Система управления контентом
429620,Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д.35
Телефон: 8(83530) 2-12-15
Факс: 8(83530) 2-12-15
E-Mail: krarm@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика