Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://krarm.cap.ru/
Нарăсăн 13-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн Трак енри уйрăмĕ хăйĕн черетлĕ ларăвне ирттерчĕ. Уйрăм пайташĕсем ларура 2015 çулта туса ирттермелли ĕçсене палăртрĕç, уйрăмăн ĕç планне çирĕплетсе хăварчĕç. Тума палăртнă ĕçсем ытларах Красноармейски районне туса хунăранпа 80 çул, иккĕмĕш тĕнче вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине тата Литературăпа Константин Иванов çулталăкне халалланисем пулчĕç. Çак паллă пулăмсен пĕлтерĕшне шкул ачисемпе аслисем хăйсем мĕнле ăнланнине, мĕн туйни-сиснине, вĕсем çинчен мĕн шухăшланине тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса палăртса пама пултараççĕ. Тĕслĕхрен, сăвă çыракансен «Чĕререн тухакан сăмахсем», сочинени хайлакансен «Мухтавлă ентешсем» конкурсĕсем иртмелле. Красноармейски районĕ йĕркеленнĕренпе 80 çул çитнине халалласа шкул ачисем хушшинче «Улăп – 2015» Интернет викторина та ирттерме палăртса хунă.
Ентеш-çыравçăсене хисеплесе те сума суса районти краеведени музейĕнче «Трак енри литература тĕнчи» курав-экскурси йĕркелесшĕн тата районти шкул ачисемпе аслисем хушшинче «Чăваш тĕрри-эрешĕ» ÿкерчĕксен конкурсне ирттересшĕн.
Константин Иванов çулталăкне халалласа тата Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер пултарулăхĕпе хавхаланса та мăнаçланса районти шкул ачисем хушшинче илемлĕ вулакансен «Сентти çăлтăрĕ» тата «Юрий Сементер сăввисем» конкурс ирттерме палăртни те – пархатарлă шухăш-кăмăл.
Ача садне çÿрекенсене чăваш халăх юрри-кĕввипе паллаштарас, юрлама вĕрентес тĕллевпе «Ай, юрлар-и юррине!» фольклор фестивалĕ ирттересшĕн.
Культура ĕçченĕсем хушшинче вара К.Ивановăн «Нарспи» поэми тăрăх йĕркеленĕ инсценировкăсен «Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен…» конкурсне ирттерме палăртнă.
Паллах, ЧНКан районти уйрăмĕ 2015 çулта туса ирттерме палăртнă ĕçсем вĕсем – ачасемпе аслисен ăс-хакăлĕпе тавра курăмне аталантармалли, чун-чĕрипе шухăш-кăмăлне пуянлатмалли, пултарулăхĕпе ăсталăхне ÿстермелли ырă та курăмлă ĕçсем. Кăçалхи çул та, иртнĕ çулхи пекех, кашни ĕç-пулăма хастар хутшăнасса, Трак ен кун-çулне ырă та сăваплă ĕçсемпе пуянлатса пырасса шанас килет. Кăмăлтан тăвакан кашни ĕç сире ăнăçу та савăнăç кÿтĕр!