Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://krarm.cap.ru/
Хĕрача ăсталăхĕ тĕрринчен паллă тенĕ ĕлĕк, хальхи пикесен пултарулăхне мĕне кура хакламалла-ши? Тĕп хулари Я.Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче кăçалхипе саккăрмĕш хут ĕнтĕ, республикăри «Чăваш пики» конкурс иртрĕ. Конкурса Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ 16 пике хутшанчĕ. Малтанах чиперккесене тата уява пухăннисене Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, ЧР культура министерствин пай пуçлăхĕ Сергей Казаков, «Чăваш пики -2013» конкурс çĕнтерÿçи Алиса Чайникова - Ахахпи тата ыттисем саламларĕç. «Çакнашкал конкурс çамрăксене хавхалантарать, аталанма пулăшать. Малашне те ирттересчĕ ăна. Унта хутшăнакан пикесем кашни çул - хитререн те хитререх. Жюрие паян чи илемлине, чи хÿхĕммине суйласа илме пит йывăр пулĕ» - терĕ ЧНК президенчĕ Николай Угаслов.
Пĕрремĕш конкурсра чиперуксем хăйсемпе паллаштарчĕç. Харпăр хăй пултарулăхĕпе ăсталăхĕ çинчен каласа панă чухне чылайăшĕ К.Ивановăн «Нарспи» поэма сыпăкĕсемпе усă курчĕ. Конкурсанткăсем сцена çинче хăюллă тытма пĕлнипе, чăвашла хитре калаçнипе савăнтарчĕç. «Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн, çепĕç чĕлхишĕн, илемлĕ. юрришĕн, асамат кĕперĕ пек тĕрришĕн»,- нумайăшĕ çак шухăша палăртрĕ хăйĕн хăтлавĕнче. Ăс-тăн конкурсĕнче те маттур, анлă тавра курăмлă пулнине кăтартса пачĕ хĕр-упраç. Чăваш Республикинчи хула ячĕсене те, чăвашсен авалхи календарĕнче миçе уйăх пулнине тата вĕсен ячĕсене те, чăваш гимнĕн авторĕсене те: чăваш театрне кам пуçарнине, халăх сăнавĕсемпе паллисене те аван пĕлнине уçса пачĕç конкурсанткăсем. Çав вăхăтрах пĕри «ăраскал» сăмахăн пĕлтерĕшне пĕлеймерĕ, тепри вара чăвашсен этнографи ушкăнĕсене калаймарĕ.
Виççĕмĕшĕ - пултарулăх конкурсĕ – уйрăмах хĕрÿ иртрĕ. Паянхи пикесем чăваш ташшине кăна мар, астаруллă тангăна та ăста ташлаççĕ, чăваш юррисене чуна пырса тивмелле юрласçĕ, сăввисене вуланă чухне куççуль тухать, пьеса сыпăксене чăн-чăн артисткăсем пек выляççĕ.Трак тăрăхĕнчен килнĕ Мария Козлова «Илеймĕн телее укçа парса» сăвва вулани тата Çĕрпÿ районĕн пики Зоя Михайлова П.Хусанкайăн «Таня» поэма сыпăкне калани уйрăмах килĕшĕ. Людмила Муравьева (Етĕрне районĕ) вара «Нарспи» мюзикл сыпăкне кăтартса пачĕ..Ăна вăл К.В.Иванов çуралнăранпа 115 çул çитнине, 2015 çул -К.Иванов çулталăкĕ пулнине халалланă. «Апла тăк – вулăр та киленĕр Ивановăн произведенийĕсемпе!»-пурне те чĕнсе каларĕ черченкĕ пике.
Тăваттăмĕш конкурсра хĕрсем килте хатĕрленĕ чăваш апат-çимĕçĕпе (кун пеккине Шупашкарти ресторансенче ас тивеймĕн) паллаштарчĕç, ăна мĕнле хатĕрлени çинчен, кашнин пĕлтерĕшĕ пирки каласа пачĕç. Чылайăшĕ уява кăпăшка çăкăр, шÿрпе, хуплу пĕçерсе, кăпăклă сăра вĕретсе, шăрттан, чăкăт туса, чăх,хур-кăвакал янтăласа килнĕ. Куславкка тăрăхĕнчен çитнĕ Ирина Батманова вара жюри членĕсене Атăл пуллине ас тивме сĕнчĕ Тăвай пики Кристина Федотова хуплупа сыпса çиме уйран уçласа килнĕ.
Унтан чиперуксем чăваш наци çи-пуçне кăтартрĕç. Уяв кĕпипе те, чăваш тумĕпе те ытармалла мар чипер вĕсем! Чуншăн та куçшăн та - чăн-чăн хĕпĕртев. «Кахал хĕр кăна кĕске çÿçпе çÿрет»,- тетчĕ асанне. Унăн шухăшĕпе вăрăм çÿç -ĕçченлĕх палли. «Чăваш пикине» хутшăннă кашни хĕр-упраç вăрăм çивĕтлĕ пулни чăнах та савăнтарчĕ. Конкурс Культура çулталăкĕнче иртнĕ май питĕ хĕрÿ пулассине ертсе пыракансем маларахах систерчĕç те - чăнласах çапла килсе тухрĕ. Кам çĕнтерессине вĕçне çитичченех чухлама май килмерĕ. Чиперккесем чăннипех пурте маттур, пултаруллă, ăста!!! Çапах та жюри йăлтăрккасен хушшинче ахах-мерченне суйласа илме пултарчех! Çапла вара "Чăваш пики - 2014" ята хальхинче Етĕрне тăрăхĕн хĕр-упраçĕ Людмила Муравьева çĕнсе илчĕ. Диана Козлова (Йĕпреç районĕ) вара -"Вице чăваш пики" пулса тăчĕ. Красноармейски хĕрĕ Козлова Мария - "Чи сăпай пике", Тăвайĕнчен килнĕ Кристина Федотова - "Куракан кăмăллакан пике": Муркаш тăрăхĕнче çитĕннĕ Елизавета Смирнова - "Чи хÿхĕм пике", Ирина Батманова (Куславкка районĕнчен)- "Чи ăслă пике" номинацисенче çĕнтерчĕç. Çитес çул ку конкурсра Патарьел, Комсомольски тата Шăмăршă районĕсенчи пикесене те курасчĕ.Шел те, кăçал хутшăнма темшĕн кăмăл туман вĕсем.