Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://krarm.cap.ru/
Чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарти Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ Культура керменĕнче йăлана кĕнĕ «Чăваш пики-2014» конкурс иртрĕ. Ку конкурса çултан çула Чăваш наци конгресĕ йĕркелесе ирттерет. Кашнинчех çак илемлĕ тупăшу чаплăрах та пахарах иртет.
Кăçал вара хутшăнакан хĕрсен шучĕ 16 пулчĕ. Вĕсем – Çĕмĕрле, Вăрмар, Тăвай, Сĕнтĕрвăрри, Елчĕк, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Красноармейски, Етĕрне, Шупашкар, Çĕрпÿ, Куславкка, Элĕк, Канаш, Йĕпреç районĕсенчен тата Шупашкар хулинчен. Чăваш пикисем пĕри тепринчен илемлĕрех, хÿхĕмрех, пултаруллăрах, тавçăруллăрах…
«Чăваш пики – 2014» конкурса Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Николай Федорович Угаслов уçрĕ. Вăл хутшăнакансене те, курма пынисене те яланах кăмăллă та хастар, пултаруллă та ĕçчен пулма çирĕп вăй-хал, телей те ăнăçу сунчĕ. Конкурсăн хаклав комиссийĕн ертÿçи Ставнислав Андреевич Николаев та пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, чăваш пикисене хăйсен пултарулăхне тивĕçлипе кăтартма, «Чăваш пики – 2014» ята çĕнсе илессишĕн тăрăшма чĕнсе каларĕ. 1913 çулта «Чăваш пики» ята тивĕçнĕ Алиса Ахахпи юрăçă та чăваш хĕрĕсене конкурса хутшăнма кăмăл тунăшăн ырларĕ, çăмăл мар тупăшура хастарлăх сунчĕ, юрă парнелерĕ.
Конкурсантсем хăйсен ăсталăхне пилĕк енĕпе палăртрĕç: хăйсемпе паллаштарасси, ыйтусем çине тĕрĕс хуравласси, юрласа, ташласа, сăвă каласа е сцена çинче пĕр-пĕр сценка выляса кăтартасси, чăваш тумне пахалаттарасси, хăйсем пĕçерсе килнĕ чăваш апат-çимĕçне еплерех хатĕрлени çинчен каласа кăтартасси.
Хĕрсен пултарулăхĕ те, пуçарулăхĕ те, ăсталăхĕ те иксĕлми… Тем те тума пултараççĕ иккен чăваш пикисем! Яштака пÿ-силлĕ, капăр çи-пуçлă, илемлĕ çивĕтлĕ, чĕвĕлти чĕлхеллĕ, кĕмĕл саслă, уçă кăмăллă хĕрсем куракансене чăннипех те тыткăнларĕç, савăнтарчĕç, ырă туйăм парнелерĕç.
Трак тăрăхĕнчен «Чăваш пики – 2014» конкурса Мария Козлова хутшăнчĕ. Вăл Трак шкулĕнче 11 класра вĕренет. «Трак ен пики – 2014» конкурс çĕнтерÿçи вĕренÿре те хастар, спортра та маттур. Чăвашла таса та илемлĕ калаçать, сăвăсене чуна тыткăнламалла вулать. Çепĕç чунлă та çепĕç саслă Трак ен хĕрĕ «Чăваш пики – 2014» конкурсра «Çепĕç пике – 2014» ята тивĕçлĕ пулчĕ. Çак пысăк çĕнтерÿпе Марийăна ăшшăн саламлатпăр, малашне те хастар пулма иксĕлми пултарулăх, çирĕп вăй-хал, телей те ăнăçу сунатпăр.
«Чăваш пики – 2014» ята вара Етĕрне районĕнчен килнĕ Людмила Муравьева çĕнсе илчĕ. Йĕпреç районĕнчи Диана Козлова «Вице Чăваш пики – 2014» пулчĕ. Маттур чăваш пикисене чыс та мухтав!