Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2014.03.28 Пирĕн тĕллевсем, ĕçсем

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://krarm.cap.ru/

ЧНКан Красноармейски районĕнчи уйрăмне йĕркелени Трак тăрăхĕнче пурăнакан çыннăмăрсене  чăвашлăха туйса тăма, çепĕç те илемлĕ чĕлхепе уççăн калаçма, чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркисене тытса пыма, ĕмĕртен пыракан халăх юррисене асра тытма, чăваш çыннин ырă енĕсене (ĕçченлĕхне, ăсталăхне, тараватлăхне, сăпайлăхне, пултарулăхне, тăрăшулăхне) малалла та аталантарса пыма, çамрăксене халаллама  хистет, хамăрăн çĕр çинчи тивĕçе туйса тăма пулăшать, яваплăха ÿстерет, курăмлă ĕçсем тума хавхалантарать. Çакна тĕпе хурса асăннă уйрăмăн черетлĕ ларăвне ирттертĕмĕр, çулталăк хушшинче тумалли ĕçсене, тĕллевсене палăртрăмăр. Уйрăм правленийĕн пайташĕсем чи малтан ЧНКан 2014 çулхи ĕç планне тишкерчĕç, ун хыççăн хамăр уйрăмăн ĕç планĕпе паллашрĕç, ăна, пĕр саслă пулса, çирĕплетсе хăварчĕç. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Шестаков та хутшăнчĕ, ырă сĕнÿ-канаш пачĕ.

Çитес вăхăтра тумалли тĕп ĕçсен шутне Культура çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă мероприятисем кĕреççĕ. Вĕсем – «Халăх юрри – чун уççи» фольклор фестивалĕ, «Чăваш чĕлхи, янăра!» сăвăçсен, «Упрар тăван чĕлхемĕре!» сочиненисен конкурсĕсем, Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи» уяв. Асăннă конкурс-фестивальсене Трак енри пур çын та –  ача садне çÿрекен пепкерен пуçласа тивĕçлĕ канăва тухнисем таранах – хутшăнма пултарать.

«Халăх юрри – халăх чунĕ», – тенĕ ваттисем. Мĕн ĕлĕкрен чăваш çынни юрă-кĕвĕпе туслă пулнă. Пурнăçăн кирек хăш тапхăрĕнче те юрланă вăл: сăпка сиктернĕ-и, ĕçленĕ-и, вăййа тухнă-и, улах ларнă-и, туй тунă-и, салтак ăсатнă-и, кĕрекере хăналаннă-и… Чуна хуйхă-суйхă пуссан та – юрăпа пусарнă. Чăваш çынни çут çанталăкпа çын пурнăçне сăнласа паракан юрăсем шутласа кăларнă, вĕсене халăх хушшинче сарнă, ĕмĕр тăршшĕпе юрласа-упраса паянхи куна çитернĕ. Халăх юррисем хăйсен шухăшĕпе те, кĕвви-çеммипе те чуна çывăх. Халăх юррисене пур çын та юрлама пултарать.

«Халăх юрри – чун уççи» фольклор фестивальне Трак енре пурăнакан, халăх  юррине кăмăллакан, юрлама юратакан çынсене пурне те йыхравлатпăр. Вăл пирĕн уйрăмăн, райадминистрацин социаллă аталану тата архив ĕçĕсен пайĕн, ял тăрăхĕсем хушшинчи информаципе кану центрĕн пуçарăвĕпе иртет. Чăннипех те вăл «чун уççи» уявĕ пултăр. Ăна ирттерни, унта хастар хутшăнни вăл Трак ен çыннисем пуян чун-чĕреллĕ пулнине, чăваш халăхĕн культурине хисепленине, юрри-сăввине юратнине, чи çемçе те илемлĕ чĕлхине упраса пурăннине пĕлтерет.

«Чăваш чĕлхи, янăра!» сăвăçсен конкурсĕ ЧНКан районти уйрăмĕ, Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх, районти «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕ пуçарнипе иртет. Унта шкул ачисем те, аслисем те – чăваш поэзине кăмăллакан, хăй тĕллĕн сăвă-калав çыракан пур çын та хутшăнма пултарать. Тăван халăхăмăрăн чĕвĕл-чĕвĕл чĕвĕлти чĕкеç пек, шăнкăр-шăнкăр шыв юххи пек чĕлхине халалласа сăвă çырса «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцине çитерсе памалла.

«Упрар тăван чĕлхемĕре!» сочиненисен конкурсĕ те ЧНКан районти уйрăмĕ, районти тĕп библиотека сĕнĕвĕпе иртет. Ку тупăшăва та шкулсенче вĕренекенсем, Трак енри тĕрлĕ вырăнсенче ĕçлекенсем хутшăнма пултараççĕ. Чăваш чĕлхи илемлĕхне, çепĕçлĕхне палăртса, вăл пирĕн асатте-асаннемĕрсен чĕлхи пулнине çирĕплетсе, вăл малашне те уççăн янăрасса шанса-ĕмĕтленсе шухăшлав сочиненийĕсем çырмалла, тĕп библиотекăна çитерсе памалла.

Чăваш халăхĕ çинчен, унăн ăс-хакăл культури, капăр чĕлхи, Чăваш енĕн пуласлăхĕ çинчен шухăшлама пĕлни, пуçра çуралнă ырă шухăшсене хут çине çырса пама пултарни, халăхăн илемлĕ юррисене шăрантарса пама чун хавалĕпе ăсталăх çитерни  вăл – пархатарлă ĕç. Çак сăваплă ĕçе хастар та йышлăн хутшăнма тăрăшăр.

Асăннă конкурссен çĕнтерÿçисене ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи» уявра саламлĕç. Пурне те ăнăçу сире, хаклă тăванăмăрсем!

 

Чувашский национальный сайт 

Система управления контентом
429620,Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д.35
Телефон: 8(83530) 2-12-15
Факс: 8(83530) 2-12-15
E-Mail: krarm@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика