Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2014.11.20 Янрарĕç Çеçпĕл сăввисем

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://krarm.cap.ru/

Чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Красноармейски шкулĕнче  Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа илемлĕ вулакансен конкурсĕ иртрĕ.

Унта Красноармейски районĕн шкулĕсенчи 7-10 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Тăхăр шкултан пуçтарăннă 24 вĕренекен хăйсен сăвă вулас ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Юратнă поэтăмăра чысласа ирттерекен уява районти вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ И.М.Федорова уçрĕ. Вăл ачасене уяв ячĕпе саламларĕ, конкурсăн тĕллевĕпе, кун йĕркипе паллаштарчĕ. Кун йĕрки вара чăннипех те пуян пулчĕ. Чи малтанах асăннă шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен З.П.Михайлова «Çеçпĕл Мишши ачалăхĕ, шухăш-ĕмĕчĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, пултарулăхĕ» ятлă мультимедилле презентаципе паллаштарчĕ, сăвăç ачалăхĕнчи хăш-пĕр интереслĕ самантсем çинчен каласа кăтартрĕ. Ун хыççăн  поэтăн Теччĕре тата Шупашкарта пурăннă тапхăрĕсене Упи шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ В,В.Васильева çутатса пачĕ. Ун сăмахĕсене Упи шкулĕн вĕрентекенĕсем инсценировка кăтартса çирĕплетсе пачĕç. Çеçпĕл Мишшин Крымри тата Украинăри пурнăçĕпе Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхи, обществознани, право, экономика предмечĕсене вĕрентекен В.М.Михайлов паллаштарчĕ.

Çеçпĕл Мишши пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе тĕплĕн паллашнă хыççăн сăвă вулакансен конкурсĕ пуçланчĕ. Çичĕ çынран тăракан жюри ачасен пултарулăхне икĕ ÿсĕмпе хакларĕ: пĕрремĕш ÿсĕмрисем – 7-8 классем, иккĕмĕш ÿсĕмрисем – 9-10 классем. Уççăн та кăмăллăн янăрарĕç кăвар чĕреллĕ поэтăн çулăмлă сăввисем. Пĕринчен тепри илемлĕрех вулаççĕ ачасем. Пĕрре çÿçенсе илетĕн, тепре хумханса каятăн… Çеçпĕл сăввисене урăхла итлеме май та çук. Ун сăввисенче – чăваш халăхĕн ĕлĕкхи пурнăçĕ, шухăш-кăмăлĕ, терчĕ-асапĕ, малашлăха туртăнни, çутă пуласлăха шанни. Çеçпĕл Мишшин шухăш-ĕмĕтне, чун-чĕри ыратăвне, хĕпĕртÿ-савăнăçне унăн сăввисем урлă итлекенсем патне çитерме тăрăшрĕç ачасем.

Сăвăсем вуласа пĕтернĕ хыççăн каллех Упи шкулĕн вĕренекенĕсем сăмах илчĕç. Вĕсем Çеçпĕл Мишшин «Салтак шăпи» сăвви тăрăх инсценировка кăтартса пачĕç.

Жюри членĕсем шкул ачисен сăвă вулас ăсталăхне тивĕçлипе хакларĕç. Пĕрремĕш ÿсĕмрисем хушшинче чи малти вырăна Упи шкулĕнче 8 класра вĕренекен Анна Никифорова тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнсене Пикшик шкулĕн 7 класĕнче вĕренекен Кристина Сидоровăпа Еншик Чуллă шкулĕн 8 класĕнче ăс пухакан Кристина Алексеева çĕнсе илчĕç. Виççĕмĕшсем – Красноармейски шкулĕн 8 класĕнчи Екатерина Харитонова, Трак шкулĕн 8 класĕнчи Диана Даниловăпа 7 класĕнчи Анастасия Козлова.

Иккĕмĕш ÿсĕмрисем хушшинче 1 вырăнта Пикшик шкулĕн  9 класĕнче вĕренекен Мария Андреева пулчĕ. Красноармейски шкулĕн 10 класĕнчи Анастасия Харитонова тата Трак шкулĕн 10 класĕнчи Надежда Яковлева 2 вырăна тухма пултарчĕç. Упи шкулĕн 10 класĕнчи Юлия Фомина, Трак шкулĕн 10 класĕнчи Виктория Романова тата 9 класĕнчи Анастасия Васильева виççĕмĕшсем пулчĕç.

Çĕнтерÿçĕсене жюри пуçлăхĕ Трак шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен И.Н.Антонова саламларĕ, районти вĕрентÿ пайĕн Хисеп хучĕсемпе чысларĕ.

Уява Трак тăрăхĕнчи пултаруллă поэт, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ, темиçе кĕнеке авторĕ Николай Ершов та хутшăнчĕ, ачасен вулав ăсталăхне хаклама пулăшрĕ. Конкурса хутшăннисене вăл ăшшăн саламларĕ, ырă сĕнÿсем пачĕ.

Районти вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ И.М.Федорова шкул ачисене конкурса хатĕрленме пулăшнă вĕрентекенсене тата хăнасене ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн, уява çÿллĕ шайра ирттерме майсем туса панăшăн Красноармейски шкулĕн администрацине тав турĕ, ăнăçу сунчĕ.

 

Чувашский национальный сайт 

Система управления контентом
429620,Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д.35
Телефон: 8(83530) 2-12-15
Факс: 8(83530) 2-12-15
E-Mail: krarm@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика