№№
|
ĔÇ-ХĔЛ
|
ВĂХĂТ
|
ЯВАПЛИСЕМ
|
|
Красноармейски районĕнче 2015 çулта литература тата К.В.Иванов çулталăкне халалланă ĕçсене йĕркелесе ирттерме пулăшасси
|
Çулталăк тăршшĕпе
|
Уйрăм пайташĕсем
|
|
Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн
ларăвĕсене ирттересси
|
2 уйăхра 1-2 хут
|
Уйрăм ертÿçи, уйрăм правленийĕ
|
|
Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн ларăвне хутшăнасси
|
Кăрлач (январь), 31
|
Уйрăм ертÿçи
|
|
Районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен К.В.Иванов çулталăкне халалланă уçă уроксен фестиваль-конкурсне ирттересси
|
Нарăс (февраль),
10-11
|
Районти методика пĕрлешĕвĕ,
районти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен творчествăлла ушкăнĕ
|
|
Чăваш наци конгресĕн 2015 çулхи ĕç планĕпе паллашасси,
Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн
2015 çулхи ĕç планне çирĕплетесси
|
Нарăс (февраль), 13
|
Район администрацийĕ,
уйрăм правленийĕ
|
|
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 25 çул çитнине халалланă уяв каçне хутшăнасси
|
Нарăс (февраль), 18
|
Уйрăм пайташĕсем
|
|
«Трак ен каччисем-2015» конкурса хутшăнасси, пултаруллă каччăсене саламласси
|
Нарăс (февраль)
27
|
Уйрăм пайташĕсем
|
|
«Трак ен пики-2015» конкурса хутшăнасси, пултаруллă пикесене саламласси
|
Пуш (март)
10
|
Уйрăм пайташĕсем
|
|
Красноармейски районĕ йĕркеленнĕренпе 80 çул, Аслă аттелĕх вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа шкул ачисемпе аслисем хушшинче сăвă çыракансен «Чĕререн тухакан сăмахсем» конкурсне ирттересси
|
Нарăс-пуш (февраль-март)
|
Уйрăм правленийĕ,
«Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕ,
район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕсен пайĕ
|
|
Красноармейски районĕ йĕркеленнĕренпе 80 çул, Аслă аттелĕх вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа шкул ачисемпе аслисем хушшинче «Мухтавлă ентешсем» сочиненисен конкурсне ирттересси
|
Нарăс-пуш (февраль-март)
|
Уйрăм правленийĕ
«Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕ, районти тĕп библиотека,
район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕсен пайĕ
|
|
Ача садне çÿрекенсем хушшинче «Ай, юрлар-и юррине!» фольклор фестивальне ирттересси
|
Пуш (март)
|
Уйрăм правленийĕ,
район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ, район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕсен пайĕ
|
|
Литература тата К.В.Иванов çулталăкне халалласа «Трак енĕн литература тĕнчи» курав-экскурси йĕркелесси
|
Пуш-раштав (март-декабрь)
|
Уйрăм правленийĕ,
район администрацийĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх, районти краеведени музейĕ
|
|
Красноармейски районĕ йĕркеленнĕренпе 80 çул çитнине халалласа шкул ачисем хушшинче «Улăп – 2015» Интернет викторина ирттересси
|
Пуш (март)-ака (апрель)
|
Уйрăм правленийĕ,
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх,
чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем
|
|
Ветерансен Канашĕсем хушшинче пултарулăх каçĕ ирттересси
|
Юпа (октябрь)-
Чÿк (ноябрь)
|
Уйрăм правленийĕ,
район администрацийĕ, районти Ветерансен Канашĕ
|
|
Районти шкул ачисем хушшинче К.Иванов çулталăкне халалласа илемлĕ вулакансен «Сентти çăлтăрĕ» конкурсне ирттересси
|
Ака (апрель)
|
Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ,
районти культура çурчĕн информаципе культура центрĕ
|
|
Район тата республика ирттерекен конкурссене, уявсене хутшăнасси
|
Конкурс ирттерекенсен планĕсемпе килĕшÿллĕн
|
Уйрăм пайташĕсем
|
|
Чăваш чĕлхи кунне халалласа ача садне çÿрекенсемпе шкул ачисен «Туслăх кăшăлĕ» сăвă-юрă фестивальне йĕркелесе ирттересси
|
Ака (апрель), 24
|
Уйрăм правленийĕ,
район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ,
район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕсен пайĕ
|
|
Чăваш литературин классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа «Нарспи» поэма тăрăх йĕркеленĕ инсценировкăсен «Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен…» конкурсне ирттересси
|
Раштав (декабрь)
|
Районти культура çурчĕн информаципе культура центрĕ
|
|
Район энциклопедине çырса кăларас ĕçе хутшăнасси
|
Кăрлач (январь)- утă (июль)
|
Район администрацийĕ, уйрăм правленийĕ
|
|
Литература тата К.Иванов çулталăкне халалласа районти шкул ачисем хушшинче илемлĕ вулакансен «Юрий Сементер сăввисем» конкурсне ирттересси
|
Чÿк (ноябрь)
|
Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ,
районти культура çурчĕн
информаципе культура центрĕ
|
|
Районти шкул ачисемпе аслисем хушшинче «Чăваш тĕрри-эрешĕ» ÿкерчĕксен конкурсне ирттересси
|
Чÿк-раштав
(ноябрь-декабрь)
|
Уйрăм правленийĕ,
район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ,
район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕсен пайĕ, районти краеведени музейĕ
|
|
2015 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетесси
|
Раштав (декабрь)
|
Уйрăм правленийĕ
|