№№
|
ĔÇ-ХĔЛ
|
ВĂХĂТ
|
ЯВАПЛИСЕМ
|
|
Чăваш наци конгресĕн VIII Аслă Пухăвĕн йышăнăвĕсемпе паллашасси
|
Нарăс (февраль), 11
|
Уйрăм правленийĕ
|
|
Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн
ларăвĕсене ирттересси
|
Уйăхра 1-2 хут
|
Уйрăм правленийĕ
|
|
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн уяв каçне хутшăнасси
|
Нарăс (февраль), 20
|
Уйрăм пайташĕсем
|
|
Районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен семинар-канашлăвне ирттересси
|
Нарăс (февраль), 21
|
Районти методика пĕрлешĕвĕ,
районти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен творчествăлла ушкăнĕ
|
|
Чăваш наци конгресĕн 2014 çулхи ĕç планĕпе паллашасси,
Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн
2014 çулхи ĕç планне çирĕплетесси
|
Пуш (март), 4
|
Район администрацийĕ,
уйрăм правленийĕ
|
|
«Трак ен пики» конкурса хутшăнасси, пултаруллă пикесене саламласси
|
Пуш (март), 7
|
Уйрăм пайташĕсем
|
|
Чăваш чĕлхи кунне халалласа шкул ачисемпе аслисен хушшинче сăвă çыракансен «Тăван чĕлхеçĕм, янăра!» конкурсне ирттересси çинчен
Тăрăм (Положени) проектне ҫырасси
|
Пуш (март)
|
Уйрăм правленийĕ
|
|
Чăваш чĕлхи кунне халалласа шкул ачисемпе аслисен хушшинче «Упрар тăван чĕлхемĕре!» сочиненисен конкурсне ирттересси çинчен
Тăрăм (Положени) проектне ҫырасси
|
Пуш (март)
|
Уйрăм правленийĕ
|
|
«Халăх юрри – чун уççи» юрă-ташă фестивальне ирттересси ҫинчен Тăрăм (Положени) проектне ҫырасси
|
Пуш (март)
|
Уйрăм правленийĕ,
район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ,
район администрацийĕн культура пайĕ
|
|
Чăваш чĕлхи кунне халалласа шкул ачисемпе аслисем хушшинче сăвă çыракансен «Тăван чĕлхеçĕм, янăра!» конкурсне ирттересси
|
Ака (апрель), 18
|
Уйрăм правленийĕ,
«Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕ,
район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ
|
|
Чăваш чĕлхи кунне халалласа шкул ачисемпе аслисем хушшинче «Упрар тăван чĕлхемĕре!» сочиненисен конкурсне ирттересси
|
Ака (апрель), 18
|
Уйрăм правленийĕ,
«Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕ,
район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ,
районти тĕп библиотека
|
|
Чăваш наци конгресĕн
Чăваш Республикинчи районсемпе хуласенче йĕркеленĕ вырăнти уйрăмĕсен ертÿҫисемпе ирттерекен семинар-канашлăва хутшăнасси
|
Ака (апрель)
|
Уйрăм ертÿçи
|
|
Район тата республика ирттерекен конкурссене, уявсене хутшăнасси
|
Конкурс ирттерекенсен планĕсемпе килĕшÿллĕн
|
Уйрăм пайташĕсем
|
|
Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн эмблемине хатĕрлеме конкурс ирттересси ҫинчен Тăрăм (Положени) проектне ҫырасси
|
Ака (апрель)
|
Уйрăм правленийĕ,
«Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕ,
район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ
|
|
Наци культурин «Туслăх хĕлхемĕ» республика фестивальне хутшăнасси
|
Ака (апрель)
|
Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ,
чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем
|
|
Чăваш чĕлхи кунне ирттересси
|
Ака (апрель), 24
|
Уйрăм правленийĕ,
район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ,
район администрацийĕн культура пайĕ
|
|
«Халăх юрри – чун уççи» юрă-ташă фестивальне ирттересси
|
Ака (апрель), 17
|
Уйрăм правленийĕ,
район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ,
район администрацийĕн культура пайĕ
|
|
Виталий Петров ентеш-юрăçа халалласа Чăваш Республикин районĕсенчи шкул ачисем хушшинче «Улăп-2014» Интернет олимпиада ирттересси
|
Ака-çу (апрель-май)
|
Уйрăм правленийĕ,
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх,
чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем
|
|
«Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ» курав
ирттересси
|
Авăн (сентябрь)
|
Краеведени музейĕ
|
|
«Пирĕн тăрăхри ал ĕç ăстисем» курав
ирттересси
|
Юпа (октябрь)
|
Краеведени музейĕ
|
|
«Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» ятпа шкул ачисемпе студентсен историпе тавра пĕлÿ (краеведени) тата литература конкурсне хутшăнасси
|
Çу (май) –
чÿк (ноябрь)
|
Районти тавра пĕлÿçĕсем, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем, район тата ял библиотекисен ĕçченĕсем
|
|
Элли Юрьев ентеш-художника халалласа йĕркеленĕ музейра «Элли Юрьев – паллă художник» курав йĕркелесси
|
Юпа (октябрь)
|
Уйрăм правленийĕ,
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх,
чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем
|
|
Районти шкул ачисемпе аслисем хушшинче «Чăваш тĕрри-эрешĕ» ÿкерчĕксен конкурсне ирттересси
|
Чÿк-раштав
(ноябрь-декабрь)
|
Уйрăм правленийĕ,
район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ,
район администрацийĕн культура пайĕ
|
|
Район энциклопедине çырса кăларас ĕçе хутшăнасси
|
Çулталăк тăршшĕпе
|
Район администрацийĕ, уйрăм правленийĕ
|
|
2014 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетесси
|
|
Уйрăм правленийĕ
|
|
Паллă пулăмсене халалланă мероприятисене хутшăнасси:
- В.В. Николаев академик (1939, нарăс (февраль),11 – 2007, ҫĕртме (июнь), 28) 75ҫул тултарнă ятпа иртекен куравпа конференцие;
- Чăвашсене ҫутта кăларакан
И. Я. Яковлев (1848, ака (апрель), 25 – 1930, юпа (октябрь), 23) кунĕсене паллă тума;
- Чăваш литературин классикĕ Константин Иванов (1890, ҫу (май), 15 – 1915, пуш (март), 13)ҫуралнă куна паллă тума;
- Ҫеҫпĕл Мишши (1899, чÿк (ноябрь), 16 – 1922, ҫĕртме (июнь), 15) чăваш поэчĕ ҫуралнăранпа 115 ҫул ҫитнине халалланă уява паллă тума;
- Раҫҫей халăх художникĕ, ЧР тава тивĕҫлĕ художникĕ Владимир Мешков (1919, ҫурла (август), 15 - 2010, ҫурла (август), 6) ҫуралнăранпа 95 ҫул ҫитнине паллă тума;
- СССР летчик-космонавчĕ
А.Г. Николаев (1929, авăн (сентябрь), 5 – 2004, утă (июль),3) ҫуралнăранпа -
85ҫул, ҫĕре кĕнĕренпе 10 ҫул ҫитнине паллă тума.
|
Нарăс (февраль),
11, 19
Ака (апрель), 25,
Юпа (октябрь), 23
Ҫу (май), 15
Чÿк (ноябрь), 16
Ҫурла (август), 15
Авăн (сентябрь), 5,
утă (июль), 3
|
Уйрăм правленийĕ,
район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ,
район администрацийĕн культура пайĕ,
чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем
|