Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Ялти хастар хĕрарăмсем («Ял ĕçченĕ»)

Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн экономикипе социаллă пурнăçне аталантарас тата тĕрлĕ обществăлла ĕçсене хастар хутшăнакан хĕрарăмсем 2018 çулăн ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе çĕнĕ çулхи тĕллевсене палăртма «Арман» кафене пуçтарăнчĕç. Уяв ирттерме хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи С.Н.Михайлова тата ялти вулавăшра ĕçлекен З.В.Мижеева тăрăшрĕç.

Яланхиллех мероприяти лотерея билечĕн вылявĕнчен пуçланчĕ. Ăна йĕркелекенсем - Г.Н.Сергеева, З.В.Мижеева тата В.П.Михайлов хĕрарăмсен тута сăрламаллинчен пуçласа «холодильник» таранах выляттарса савăнтарчĕç.

Уява килнисене В.П.Кузьминпа Г.В.Русская ăшшăн кĕтсе илчĕç, пĕрле юрлама, ташлама чĕнчĕç. Пурне те парнесем парса хавхалантарчĕç.

Çĕнĕ çул ячĕпе хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи С.Н.Михайлова, ветерансен канашĕн председателĕ З.В.Герасимова салам сăмахĕсем каларĕç, хĕрарăмсем ял пурнăçне хастар хутшăннине, пуçаруллă пулнине палăртрĕç, малашлăхра та ăнăçу сунчĕç.

Ялти «Тĕпел» ушкăн хĕрĕсем В.В.Кош-кина, Г.Н.Сергеева, З.В.Герасимова илемлĕ чăваш юррисене шăрантарчĕç. Вĕсене купăспа В.М.Ефимов хавхалантарса пычĕ, хăй те пĕрле юрларĕ.

Е.Кузнецова тата унăн хĕрĕ Марина вăйă хыççăн вăйă выляттарчĕç.

Л.Ивановапа В.Кузьмин хăйсен уçă сассисемпе уяв программине вырăсла юрăсемпе пуянлатрĕç.

Ялти маттур хĕрсем - Манефа Моисеева, Елена Афанасьева, Милана Васильева, Галина Дмитриева, Роза Кузьмина, Таисия Федорова, Татьяна Кузнецова, Любовь Семенова, Римма Софронова, Марина Васильева тата ыттисем сывă пурнăç йĕркине сарассишĕн, ял хитрелĕхĕпе илемĕшĕн, тасалăхĕшĕн субботниксем йĕркелесе сахал мар тăрăшаççĕ. Çавăн пекех ялти культура çуртне юрлама-ташлама, ал-ĕç кружокне çÿреме, тĕрлĕ конкурссене хутшăнма та яланах хапăл.

Кÿршĕри Тăрмăш ялĕн хастар хĕрарăмĕсем - Е.Н.Матросова, Т.В.Ялугина, В.А.Николаева, С.Н.Спиридонова уява илем кÿчĕç. Вĕсем те хăйсен ушкăнĕпе юрăсем янратрĕç, пĕрле ташласа савăнчĕç.

Çакă çутă тĕнчере пĕрле килĕштерсе пурăннине, юрласа-ташласа савăннине мĕн çиттĕр? Тавах сире, тăрмăшсем! Çапла яланах пĕрле пурăнасчĕ.

Уяв хыçа юлчĕ ĕнтĕ, ăна халалласа çак сăвă йĕркисене çырмасăр чăтаймарăм.

Ватăлатпăр, анчах чун ватăлмасть,

Юрлатпăр халь те пухăнсан пĕрле.

Нихçан та уйрăлассăн туйăнмасть,

Пурăнма килнĕ пек ĕмĕрлĕхе.

Кунта - ял хастарĕсем, кунтах - кÿршĕсем,

Пĕр-пĕрне каларăмăр ăшă сăмахсем.

Пĕр-пĕрне патăмăр ăшă пилсем:

Сунтăмăр сывлăх, вăрăм çулсем.

Ку пирĕн кун пулчĕ, чунтан-чĕререн

Юрларăмăр, ташларăмăр ура хуçсах!

Тулли телей, тулли кĕрекерен,

Мухтав Турра, тавах çак пурнăçа.

Таса тÿпе сире, тăванăмсем,

Таса та çутă ăшă юрату.

Телейлĕ, канăçлă кунсем, çулсем,

Пурнăçусем тăсăлччăр ырă, тату.

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика