Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

20.12.2017г Пысǎк юратупа ҫемйе тӗрекӗ пурнǎҫǎн тутлǎ тӗшши

 

2017 ҫула Чǎваш Республикин Пуҫлǎхӗн Указӗпе ашшӗпе - амǎшӗн ҫулталǎкӗ тесе йǎшǎннǎ.

Аттепе - аннен сумлǎ ятне тытса пыракан ҫемйесем Аслǎ Пǎла Тимеш ялӗнче сахал мар. Вӗсенчен пӗри Владимирпа Тамара Барановсен ҫемйи. Ҫакǎн пек ҫемйесен пархатарлǎ ӗҫӗсене  кǎҫалхи ҫул хаҫат страницисенче, ялти вулавǎшра лайǎх ҫутатса тǎчӗҫ. Районта ирттернӗ «Атте-анне сǎнарӗ - чунǎмри хӗлхем» тематикǎпа иртнӗ сǎнỳкерчӗк конкурсне хутшǎнса Барановсен ҫемйи Тав ҫырǎвӗ илме тивӗҫлӗ пулчӗ.

Ҫулталǎк хушшинче туса ирттернӗ ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ май Таса ӗҫсем тǎвакан Микулай чиркӗвӗн настоятелӗ иерей Алексей, ялти ветерансен ертỳҫи З.П.Портнова, вулавǎш ҫуртӗнче ӗҫлекен Н.А.Викторова, тата шкулта вӗренекенсен ушкǎнӗ Барановсен ҫемйине чыслама ҫитсе килчӗҫ.

  Владимирпа Тамара Барановсем иккӗшӗ те ҫак ялта ҫуралса ỳснӗ.  56 ҫул каялла ҫемйе ҫавǎрса 11 ача ҫуратса ỳстернӗ. Ачисем пурнǎҫ ҫулӗ ҫине тǎрса ҫемйесем йӗркеленӗ, пурнǎҫра пурте хǎйсен вырǎнӗсене тупнǎ. Паянхи кун вӗсем мǎнуксемпе тата кӗҫӗн мǎнуксемпе савǎнаҫҫӗ. Пӗтӗм ӗмӗрне колхоз производствипе ҫыхǎнтарнǎ Владимирпа Тамара Барановсем.  Хǎйсен пархатарлǎ ӗҫӗсемшӗн «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ, нумай Хисеп хучӗсемпе, Тав ҫырǎвӗсем илнӗ. Тамара Леонидовна « Ача амǎшӗн Геройӗ» ордена илме тивӗҫ пулнǎ.

Владимир Гурьевичпа Тамара Леонидовна хǎйсене хисеплесе саламлама килнӗ хǎнасене чӗререн тав турӗҫ, савǎнǎҫ куҫҫỳлӗсене пытараймарӗҫ. Уяв кӗрекинче савǎнǎҫлǎ калаҫу малалла тǎсǎлчӗ.

 Барановсен ҫемйи хальхи ҫамрǎксемшӗн ырǎ тӗслӗх пулса тǎрать. Пысǎк юратупа ҫемйе тӗрекӗ пурнǎҫǎн тутлǎ тӗшши пулнине кǎтартать

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика