Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2015.05.18. Нихǎçан та манǎçмě

Тǎван çěршывǎн Аслǎ вǎрçине хутшǎннǎ, Ленинград блокадине сирнě çěрте çапǎçнǎ, Патреккел чǎвашě Арсений Сосипатрович Левый çинчен ял çинче сǎмах пуçарсан, ǎна ас тǎвакансем пурте, - «Арçук тете хǎйне шеллемесěр пирěншěн тата килес ǎрусемшěн, тǎнǎç пурнǎçа упраса хǎварасшǎн тǎшманпа çапǎçнǎ тата çěнтерěве çывхартнǎ. Эпир те, патшалǎх та, çакǎн пек паттǎр çынсем умěнче – татǎлми парǎмра», - теççě. Тǎванěсем те асран кǎлармаççě ǎна. Аслǎ Çěнтерěвěн 70 çулхи юбилейěн кунěсенче унǎн манǎçми сǎнарě уйрǎмах асра.

Арсений Сосипатрович Левый, Чǎваш республикинчи Елчěк районěн Патреккел ялěнче, чухǎн хресчен çемйинче 1909-мěш çулхи мартǎн 14-мěшěнче çут тěнчене килнě. Ашшě, Сосипатр Дмитриевич, Граждан вǎрçинче пуç хунǎ. Арçукпа Маня йǎмǎкне амǎшě, Александра Гавриловна, пěчченех ÿстернě. Арçук питě çивěч те ǎслǎ ача пулнǎ. 6 çулта чухнех ǎна кěтÿ ачи пулма ертсе çÿренě. Выльǎхсем пǎхса çÿренě çěрте вǎл купǎс калама вěреннě,  тěрлě йывǎç тураттисенчен касса шǎхличсем ǎсталанǎ. Хирте кунěпех шǎхǎрнǎ-вылянǎ вǎл хǎйěн шǎхличěсемпе. Ялти шкула пěр çул çÿресен амǎшě ǎна, ěçлекен кирлě тесе, шкула яман. Çапла пěчěк Арçук çемье тěрекě пулса тǎрать. Арçук питě пысǎк та кěрнеклě каччǎ пулса çитěнет. Ялти чипер те ěçчен хěрпе Анфиса Филимоновна Филимоновǎпа çемье çавǎраççě, 7 ача – 5 хěрпе 2 ывǎл çуратса ÿстереççě. Ачисем пурте çěршыва кирлě çынсем пулса çитěнеççě.

Ялсенче колхозсем йěркелеме пуçласан Арсений Сосипатрович хǎйěн çемьипе С.М.Буденный ячěллě колхоза кěрет. Ку колхоз 7 хуçалǎхран йěркеленет. А.С.Левый 1937-1941 çулсенче колхоз председателěнче ěçлет.

Аттелěхěн Аслǎ вǎрçин иккěмěш кунěнчех Левыя, ялти çичě арçынпа пěрле, вǎрçа илсе каяççě. Вǎрçǎра вǎл Ленинграда хÿтěленě çěре, Эстони çěрне нимěç фашисчěсенчен тасатнǎ çапǎçусене хутшǎннǎ. Блокадǎна сирсе Ленинграда хÿтěленěшěн 1942 çулхи декабрьěн 22-мěшěнче «За оборону Ленинграда» медале тивěçет. Вǎл «Аслǎ Отечественный вǎрçǎн 2-мěш степенлě», «Мухтавǎн 3-мěш степенлě», «Хěрлě Çǎлтǎрǎн», «Ěçлěх Хěрлě Ялав» орденěсене, «За оборону Ленинграда», «За отвагу», «За боевые заслуги», «За победу над Германией в Великой Отечественной войне 1941-1945 гг.» тата ытти медальсене тивěçнě.

Вǎрçǎран вǎл 1945-мěш çул вěçěнче таврǎнать. Вǎрçǎран килсенех ǎна каллех колхоза ертсе пыма шанаççě. Арсений Сосипатрович вǎрçǎ вǎхǎтěнче юхǎннǎ хуçалǎха аталантарас тесе ырми-канми, чунне парса 1950-мěш çулччен ěçлет. Тǎрǎшса ěçленěшěн ǎна 1948-мěш çулхи çу уйǎхěн 10-мěшěнче «Ěçлěх Хěрлě Ялав» орденěпе чыслаççě, Мускава ВДНХ-на кайма тивěçлě пулать. Унта ǎна купǎс тата икě кěпçеллě ятран çырнǎ пǎшал парнелеççě.

Ун хыççǎн вǎл Патреккел ял совет председателěнче, секретарěнче чылай çул ěçлет. Темиçе созывра та ял совет, райсовет депутатне суйланнǎ. Колхозра бригада бригадирěнче те ěçленě Çав вǎхǎтра вǎл хǎяр вǎрри кǎлармалли машина шутласа кǎларать. Бригада хǎяр туса илсе вǎррине сутса тупǎш илет. 1962-1963 çулсенче колхозра строительство ěçěсем пуçланса каяççě. Аякран кирпěч илсе килме инçе тесе кирпěч завочě тума ыйту тухса тǎрать. Малтан завода Питтěпел ялěнче тǎвас теççě. «Победа» колхоз çěрне уйǎрса паманнипе виçě колхоз пěрлешсе Элекçей Тимеш ялěнче тума килěшеççě.  Анчах та часах «Вперед», «Ленин ячěллě» колхозсем çак пысǎк ěçрен пǎрǎнаççě. «Прогресс» колхоз укçипе завода туса пěтереççě. Çак завода тума та Арсений Сосипатровича шанаççě. Кунта вǎл çине тǎрса ěçлет, пěр вǎхǎт завод директорě те пулса вǎй хурать.

Анчах та, те вǎрçǎ суранěсем аптратнипе, те канлě пурнǎç курманнипе,  Арсений Сосипатрович 1966-мěш çулхи августǎн 12-мěшěнче ěмěрлěхех пурнǎçран уйрǎлать. Ачисем, мǎнукěсем, ял-йыш унǎн ятне яланах ырǎпа аса илеççě, хǎйсен чěрисенче усраççě.

Хаяр тǎшмана çěнтерсе Аслǎ Çěнтерěве çывхартнǎ ентешěн, Арсений Сосипатровичǎн çывǎх тǎванěсем Патреккел ял вулавǎшне час-часах килсе çÿреççě, вěсем кěнеке, хаçат-журналпа паллашма яланах хавас. Вулавǎшра иртекен тěрлě мероприятисене те хутшǎнса активлǎх кǎтартаççě. Акǎ çак кунсенче Людмилǎпа Мария Добронравовасем, Луиза, Эльвирǎпа Владимир Доброхотовсем, Диана, Алина, Любовь, Владимир, Ольгǎпа Валерий Левыйсем, Дмитрийпа Татьяна Крыловсем кǎçалхи литература, Константин Васильевич Иванов çулне, Аслǎ Çěнтерÿ пулни 70 çул çитнине халалласа ирттернě «Нихǎçан та манǎçмě» истори сехетне те хутшǎнчěç. Вǎрçǎ участникěн, Арсений Сосипатрович Левыйǎн хастарлǎхне, унǎн ятне яланах асра тытма шантарчěç.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика