1951-мĕш çулта июлĕн 5-мĕшĕнче Çуткÿл ялĕнче библиотека уçнă. Библиотека Çуткÿл ялĕнче сурăх ферми çумĕнче вырнаçнă правлении çуртĕнче пĕр пÿлĕмĕнче вырнаçнă. Пĕр çулталăк хушши Çуткÿл ялĕнче ĕçленĕ хыççăн Вырăскасси ялĕнчи правлении çуртне куçарнă. Библиотека ятне çав çулхи июль уйăхĕнче улăштарнă. Кĕнекесене çавах Çуткÿлĕнчи библиотека ячĕпе ярса парса тăнă.
Библиотекăна уçаканĕ тата унта ĕçлесе пыраканĕ Курнавăш çынни Игнатьев Александр Всеволодович пулнă. Игнатьев А.В. каласа пани: «Эпĕ Çуткÿлĕнчи библиотекăна ĕçлеме кĕтĕм. Çуткÿл ялĕнче унччен библиотека пулман. Эпĕ пуçласа ĕслеме тытăнтăм. Çав вăхăтра Елчĕкре культура пуçлăхĕ пулса Краснов Василий Лукиянович ĕçленĕ. Питĕ çирĕп ыйтакан пуçлăхчĕ. Ėçе тĕплĕн тума вĕрентетчĕ. Эпĕ Василий Лукиянович хушнипе Çĕмĕрле районĕнчен кĕнекесем илсе килтĕм. Кĕнекесем илме пурĕ пин тенкĕ çурăлăх укçа уйăрса пачĕç. Вăл вăхăтра ĕçлеме йывăрччĕ.Хĕллехи вăхăтра хутса ăшăтма вутă çукчĕ.
Библиотека çурчĕ правленипе юнашарччĕ Библиотекăра пĕр пуçĕнче сцена та пурччĕ.Сцена çине шкафсем вырнаçтарнăччĕ. Çав шкафсене кĕнекесене упранă. Кĕнекесен шучĕ пурĕ 3-4 пин пулнă. Кун йĕрки çапла пулнă: Ирхине 9 сехетрен пуçласа çĕрле 12 сехетчен ĕçленĕ. Апат вăхăчĕсем пулнă, кану кунĕсем ячĕшĕн кăна пулнă. Эпĕ вăл вăхăтра комсомол секретарĕ пулса ĕçлерĕм, ялти ДОСААФ председателĕ,драма кружокĕн ертÿçи. Фермăсене 10 кунта пĕрре кайса кĕнекесем ылмаштарнă. Библиотекăра лайăх кĕнекесем нумайччĕ. Çавăнпа та вулакансен шучĕ те йышлăччĕ. Пурĕ 500-600 вулаканччĕ. Библиотекăра киносем те кăтартатчĕç. Кинона кĕмелли билетсене хамах сутаттăм. Кашни уйăхра отчĕт тунă.
Библиотекăра çакăн пек мероприятисем йĕркеленĕ:
1 Çамрăксен каçĕсем юнкунпа вырсарникун.
2. Кашни шăматкун спектакль е концерт.(Ку мероприятисене хĕллехи вăхăтра йĕркеленĕ)
3. Эрнере 1-2 хутчен кино кăтартнă. (Кăнтăлахи вăхăтра ачасем валли, пысăккисем каçхине курнă.)
4.ДОСААФ председателĕ пулнă май кашни эрнекун çырмари пĕве хĕррине пăшал пеме анаттăмăр. Мана малокалибрлă винтовка панăччĕ.Çак ĕçре мана Веков А.В.. Кириллов Н.С.. Цапырин К.Я.. Чернов В. И., Овчинников А.С.,.Васильев С.Н.тата ыттисем те пулăшатчĕç.
5.Комсомол секретарĕ пулнă май çамрăксен хушшинче вĕренÿ ĕçне йĕркеленĕччĕ. Çак ĕçре Кириллов С.К.учитель пулăшса пыратчĕ. Вăл çамрăксем хушшинче тĕрлĕрен темăпа калаçусем ирттеретчĕ.
6.Кашни çул декабрь вĕçĕнче халăх умĕнче çулталăк хушшинче мĕнле ĕçсем туса ирттернĕ çинчен отчет туса панă.
7.Эпĕ библиотекăра 5 çул хушши ĕçлерĕм. Çав хушăра 3 хутчен ака пĕтсен акатуй ирттертĕмĕр. Ку вăхăтра пирĕн таврара акатуй Вырăскасси ялĕнче çеç ирттернĕ. Мероприятисен ертÿçи Кириллов С.К. пулнă.Питĕ лайăх ертÿçĕччĕ. Мана яланах вĕрентсе, ертсе пыратчĕ. Çавăн пекех вăл манăн тăван кукка пулнă. Эпĕ ăна яланах итлесе пынă.
8.Ун чухне çĕршыва И. В. Сталин ертсе пыратчĕ. Халăх хушшинче сăмахсене виçсе çеç калаçмаллаччĕ.Уйăхра пĕр хутчен стена хаçачĕ кăларса тăнă.Унăн редакторĕ эпĕ пулнă.Хаçат кăларма учительсем пулăшатчĕç..Çураки, тырпул пуçтарса кĕнĕ вăхăтра,, суйлав кампанийĕсем вăхăтĕнче «Боевой листок», Хĕcкĕч» хаçатсем учительсемпе пĕрле кăлараттăмăр. Агитколлектив руководителĕ Пушкин Г.Н. учитель пулнă.
9.Агитбригада йĕркеленĕччĕ. Эпи ун чухне 2-3 учительпе кайса мухтаса-хурласа юрласа панă . Çав вăхăтра пурнăçĕ саплаччĕ.
10.Кашни мероприяти умĕн лекцисем, докладсем йĕркелесе янăччĕ. .Çак ĕçсене агитколлектив ертсе пынипе учительсем хутшăнатчĕç. Пушкин Г.Н., Кириллов С.К., Медведев А.К., Миронов А.М., Ласточкина М.А., Чернов П.Я.. сельсовет председателĕ, Медведев Ф.О., колхоз председателĕ, Немцев Л.Е. тата институтран килнĕ практикантсем , Медведев Г.С., Миронов В.В., Разумов В.Н тата ыттисем те.
11.Драма кружокĕн ĕçĕнче çак юлташсем пулăшса пынă: Немцев Л.Е., Медведева А.И., Разумов В.Н., Иванова М.А., Иванова И.А.. Шмакова Н., Дорофеев К., Кириллов Н.С., Веков А.В., Александров Г.Н., Веков Г.П. тата ыттисем те.
12.Акатуйсем ирттерме комисси йĕркеленĕ. Çак комиссине аслисемпе пĕрле ачасене кĕртнĕ. Çак ĕçе çуркуннех хатĕрленме тытăннă.Мероприятие ирттерме колхоз укçа уйăрса паман. Вăл вăхăтра укçан уйăрса пама юраман пулмалла. Эпир вара çак ĕçе туса ирттерме халăхран пулăшу ыйтнă: халăхран çăмарта пуçтарса, ăна сутса тата укçа пухса тунă. Çак ĕçре çак юлташсем пулăшса пычĕç: Кириллов Н.С., Веков Г.П., Чернов В.И., Овчинников А.С.. Васильев С.Н.. Александров Г.Н., Цапырин К.Я.. Быков В.А. тата ыттисем те.Халăх çăмартасемпе пĕрле тутăрсем, алшăллисем, пусмасем панă. Вырăскассипе Çуткÿлти халăх мероприятие ирттерме хастар хутшăнатчĕ. Вĕсем мана çав тери хисеплетчĕç. Эпĕ те вĕсене хисепленĕ.
13.Библиотекăра мероприяти ирттерме купăс, гитара, балалайка пурччĕ. Радиоприемник-47 илнĕччĕ, батарейкăпа ĕçлетчĕ.
14.Библиотекăра ĕçленĕ хушăрах клуб ĕçне те манăн йĕркелесе пымаллаччĕ. Пушă вăхăт çукпа пĕрехчĕ.
Спектакльсемпе, концертсемпе кÿршĕ ялсене çÿреттĕмĕр.Хăш чухне, машина пулмасан, çуранах кайнă. Кÿршĕллĕ Комсомольски райончи ялсене те кайса çÿренĕĖç дисциплини питĕ çирĕпчĕ. Ăçта та пулин каяс пулсан ял советне , халăха пĕлтерсе каймаллаччĕ. Эпĕ актив пулăшнипе, колхоза ертсе пыракансемпе специалистсем пулăшса пынипе районта малтисен шучĕнче ĕçлесе пытăм.
Эпĕ Вырăскасси ял библиотекинче 1956-мĕш çулхи мартăн 7-мĕшĕнче ĕçлеме пăрахрăм.
Малалла библиотека ĕçне 1956-мĕш çулхи мартăн 7-мĕшĕнчен пуçласа Павлова Нина Павловна пуçăннă. Вăл Çĕрпÿри культура училищинчен вĕренсе тухнă, библиотекарь специальноçне алла илнĕ. Библиотека ĕçне малтан аван йĕркелесе пынă. Юлашки вăхăтсенче клуб ĕçне те пĕрле туса пымаллине пула ĕçе сÿрĕккĕн пурнăçланă. Хăй тавра çамрăксене çавăрма пултарайман. Тĕрлĕрен концертсем, вулакансен конференцийĕсем, литературăпа музыка каçĕсем аван йĕркеленĕ. Çапах та Вырăскасси ял хĕрĕ пулман пирки ăна ĕçлеме йывăр пулнă. Çав çулсенче пурнăç та йывăр пулнă.: апат-çимĕç çителĕксĕр пулнă. Çав сăлтавсене пула вара Нина Павловна çулталăк та виçĕ уйăх ĕçленĕ хыççăн хăй ирĕкĕпе ĕçрен тухса кайнă.
Павлова Нина Павловна 1956.03 – 1957.06 çулсенче ĕçленĕ.
Иванов Андрей Матвеевич библиотека заведующийĕ пулса 1957-мĕш çулхи июнĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа 1964-мĕш çулхи августăн 30-мĕшĕччен ĕçленĕ.
Çав çулсенче библиотека ĕçĕ лайăхланнă. Библиотека 1961-мĕш çулта правлени çуртĕнчи пĕр пÿлĕме йышăннă. Андрей Матвеевич ĕçленĕ вăхăтра каталога йĕркене кĕртнĕ, ăна библиотека йĕркине пăхăнса туса пынă. Классификаци ĕçне йĕркеллĕ те тирпейлĕ йĕркеленĕ.Кĕнекесене вăхăтра укçа куçарса илсе килсе тăнă. Вулакансен шучĕ палăрмаллах ÿснĕ. Çак çулсенче вулакансен шучĕ 550-650 çына çитнĕ. Ялта çак тапхăрта çамрăксем нумай пурăннă, нумай вуланă.
Вулакансемпе нумай енлĕ мероприятисем ирттернĕ.
Клуб ĕçне те вăл йĕркелесе пынă. Спектакльсем, концертсем йĕркеленĕ. Вĕсемпе ялти халăха савăнтарнă, кÿршĕ ялсене тухса çÿренĕ.
Ял библиотекинче Степанов Виктор Ильич ĕçлеме тытăннă.
«Эпĕ, Степанов Виктор Ильич, Вырăскасси ял библиотекинче 1964-мĕш çулхи августăн 30-мĕшĕнче ĕçлеме пуçланă.Библиотека пĕр пĕчĕк пÿлĕмре вырнаçнăччĕ.Стендсем, плакатсем çакма, кĕнеке выставкисем йĕркелеме вырăн çукчĕ. Кĕнекесене те вырнаçтарма кирлĕ пек, ятарласа хушнă пек йĕркелеме питĕ хĕсĕкчĕ. Эпĕ ĕçлеме кĕнĕ чухне район Патăрьелĕнче вырнаçнăччĕ. Пĕлÿ пухма района кайса çÿренĕ. 1965-мĕш çулта февраль уйăхĕнче районсем уйрăлса саланчĕç. Пирĕн район Елчĕк районĕ пулса тăчĕ. Эпир вара район чăмăртансан тăтăшах семинарсене çÿресе пĕлÿсем пухма пуçларăмăр.Районти культура пуçлăхĕ Милин Александр Георгиевич специалистсене илнĕ чухне тĕплĕн хатĕрлентеретчĕ. Районти библиотекăра стендсем, выставкăсем, плакатсем семинар кунне ятарласа хатĕрлетчĕç. Çак ĕçе районти библиотека заведующийĕ Кантеев Елисей Викентьевич, абонемент пуçлăхĕсем Салабайкина Альбина Ксенофонтовнăпа Беляева Вера Федоровна нумай тăрăшнă, вăй хунă. Эпĕ библиотека ĕçĕпе пĕрлех клуб ĕçне те йĕркелесе пынă.Спектакльсем, концертсем лартнă. Районти смотр-конкурссенче малти вырăнсене тухса пынă. Пирĕн коллектива нумай грамотăсем, хаклă парнесем парса чысланă.
1969-мĕш çулта Çуткÿл ялĕнчи кÿлĕ хĕрринче çĕнĕ клуб туса лартрĕç. Çакăн хыççăн клуб ĕçĕ ман çинчен сирĕлчĕ. Клуба ятарлă урăх çын ертсе пыма тытăнчĕ.
Библиотека çав çуртрах вырнаçнăччĕ. Питĕ тăвăррине пула çĕнĕ клуб çумне фундамент ятăмăр, анчах та çав çул, 1974-мĕш çулта, колхозсем пĕрлешрĕç. Ял совечĕ вара библиотекăна правлени çуртне, председателĕн пÿлĕмне, 6/6 метрлă пÿлĕме вырнаçрĕ. Çак çуртра библиотека ĕçне аван йĕркелесе яма май килчĕ. Вулакансене ларса, çĕнĕ хаçат-журналпа паллашма май пулчĕ. Библиотекăна стендсемпе, плакатсемпе илемлетрĕм, кĕнеке выставкисем йĕркелеме шкафсем вырнаçтартăмăр. Вулакансемпе конференцисем, кĕнеке тишкерĕвĕсем, калаçусем ирттертĕмĕр. Çак çулсенче вулакансен йышĕ те ÿсрĕ. Ялта ку тапхăрта халăх йышĕ нумайччĕ.Ялти шкулти ачасен шучĕ – 324, Курнавăш шкулне 46 ача вĕренме çÿретчĕ. Халăх йышне шута илсе районти культура пуçлăхĕ, библиотека ертÿçи библиотекăра ĕçлеме çур ставкăпа тепĕр çын вырнаçтарчĕ.
Вулакансен йышĕ сисĕнмелле ÿсрĕ, 800 çына çитрĕ. Ěçре ĕлкĕрсе пырас тесе нумай вăй хума тиврĕ. Иккĕн ĕсленĕ тапхăрта нумай енлĕ ĕçсем туса ирттернĕ, нумай вулакана тĕрлĕрен мероприятисене явăçтарнă.
1986-мĕш çулта пирĕн ялта çĕнĕ культура çурчĕн никĕсне хывса хăварчĕç. Çак ĕçе кĕркунне, колхоз ĕçченĕсем уй-хир ĕçĕсене пуçтарсан пикенчĕç.
1988 çулта ноябрь уйăхĕнче çĕнĕ культура çурчĕ хута кайрĕ. Библиотека иккĕмĕш хутра пĕр пысăк пÿлĕмре вырнаçрĕ.
Библиотека уçăлнăранпа 40 çул çитнине 1991-мĕщ çулхи февраль уйăхĕн 28-мĕшĕнче уявларăмăр. Çак праçнике уявлама Шупашкартан, хамăр район пуçлăхĕ, Тĕп библиотека ертÿçи, Комсомольски районĕнчи библиотека ĕçченĕсем килчĕç. Килнĕ хăнасем библиотекăна хаклă парнесем, хисеп хучĕсем парса чысларĕç. Библиотека ĕçĕпе паллашас тĕллевпе Комсомольски, Патăрьел тата ытти районти библиотека ĕçченĕсем, çавăн пекех клуб ĕçченĕсем килсе курчĕç.
Библиотекăн пурлăх бази те пуянланчĕ. Телевизор, магнитофон, электропроигрыватель, шкафсем, сĕтел-пукансем, палассем, плакатсем, стендсем илем кÿреççĕ.
Çĕнĕ библиотекăра мероприятисем ирттерме лайăх, ирĕк.Вулакансен конференцийĕсем, кĕнеке тишкерĕвĕсем, литературăпа музыка каçĕсем, юбилярсене чыслассине, колхозниксен канăвĕсене тăтăшах йĕркелеттĕмĕр.
Хамăрăн пĕлÿсене семинарсенче ÿстерсе, вĕренсе пытăмăр. Уйрăмах юлашки çулсенче пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, семинарсене ялти библиотекăсене тухса йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Çак ĕçе районти библиотекăсен ертÿçи Любовь Зиноновна Иванова йĕркелесе пычĕ, нумай вăй хучĕ, сĕнÿсем парса пулăшрĕ, малта пыракан библиотекăрьсен опычĕпе паллаштарчĕ. Тĕрлĕрен мероприятисем ирттерме, лайăх енĕсене уçса пама районти библиотекăри методистсем Зайцева Людмила Александровна, Блинова Ираида Александровна нумай вăй хучĕç. Çĕнĕрен килекен кĕнекесене классификаци туса парас енĕпе, хăш библиотекăна мĕнле кĕнекесем уйăрса парассине комплектованинче ĕçлекенсем те питĕ тăрăшса ĕçлерĕс. Паймина М.М., Андреева Г.И., Архипова О.Н. хăйсен ĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пычĕç.
Библиотека ĕçне лайăх йĕркелесе пынăшăн Вырăскасси ял библиотекине çулсерен хисеп грамотисем, дипломсем, хаклă парнесем парса чыс тунă:
|
Лучшая библиотека республики
|
1977
|
|
Лучшая библиотека республики
|
1978
|
|
Диплом «Победителю смотра работы библиотек, посвященного 60-летию Великого Октября»
|
1977
|
|
Почетная грамота Министерства культуры РСФСР
|
1978
|
|
Почетная грамота
|
1979
|
6
|
Почетная грамота Министерства культуры РСФСР
|
1979
|
|
Почетная грамота
|
1982
|
|
Грамота
|
1987
|
|
Почетная грамота
|
1990
|
|
Почетная грамота
|
1991
|
|
Почетная грамота
|
1991
|
2006 çулта Вырăскасси ял библиотекине тĕслĕх библиотеки туса хураççĕ.
2007 çулхи июль уйăхĕнчен библиотекăра Векова Раиса Александровна ĕçлет.