Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2018.02.01 Валентина Эльби – ачасен юратнă писателĕ

 

 

Валентина Эльби – ачасен юратнă писателĕ

Чăваш литературинче пултаруллă çыравçăсем нумай. Вĕсен хушшинче Валентина Эльби  уйрăммăн палăрса тăрать. 2018 çулта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн 105 çулхи юбилейне паллă тăватпăр. Валентина Андреевна Эльби – ача-пăча писателĕ, драматург, тĕрлĕ калавсемпе повеçсен авторĕ. Вăл сырнă «Пулас кинсем» романне, «Çав çулсен çухалмĕ чапĕ» драмăна вулакансем хаваспах вулаççĕ. Унăн хăшпĕр произведенийĕсем Чăваш патшалăх пукане театрĕн сцени çинче иккĕмĕш хут «кун çути курнă».

Валентина Андреевна çуралнăранпа 105 çул тултарнине халалласа  Кĕçĕн Таяпа ял библиотекинче литература каçĕ иртнĕ. Ертсе пыракансем пуçтарăннă çынсене Валентина Андреевнăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа панă. Çыравçă çинчен тĕплĕнрех вуласа пĕлес туртăма аталантарас тесе С.Агеева «Яту сан юлĕ ĕмĕре» кĕнеке куравĕпе паллаштарнă. Ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Шăпăрлан» драма ушкăнне çÿрекенсем «Сĕмсĕркке» ятлă пьеса тăрăх пĕчĕк спектакль кăтартма хатĕрленеççĕ.

 

 
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика