Тăван чĕлхе – халăхăн ĕмĕр сÿнми ăс–тăн чечекĕ. Унта çĕршывăн сенкер тÿпи, уçă сывлăшĕ, уйĕ-хирĕ, улăхĕ-çаранĕ, тăвĕ-сăрчĕ, Атăлĕ-Пăли, ытарайми юманлăхĕпе шĕшкĕлĕхĕ. Пурнăçра ăру хыççăн ăру иртет, пĕр ăру çухалать, тепри çуралать, вĕсен пурин те ăс-пуç пуянлăхĕ чĕлхере упранса юлать.
Пирĕн республикăра чăваш чĕлхи вырăс чĕлхипе танах патшалăх чĕлхи шутланать. Пуян та çепĕç чĕлхен халăха пĕрлештерекен вăйĕ ÿссех пырать.
Ака уйăхĕн 25 – мĕшĕнче пĕтĕм чăваш халăхĕ чăваш чĕлхи кунне уявлать. «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» - çакăн пек ят панă Кĕçĕн Таяпари библиотекăра ирттернĕ тăван чěлхене халалланă уява. Уяв тĕллевĕ: çамрăк ăрăва тăван чĕлхе пуянлăхĕпе, унăн йали-йĕркисемпе паллаштарасси, тăван чěлхене юратма, хисеплеме вĕрентесси, Çак пысăк уява ялти вулавăшра тěрлĕрен кăсăклă мероприятисем хатěрленĕ. Чи малтанах кĕçĕн класра вěренекенсем«Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» литература композицийĕпе паллаштарчěç. Илемлě чăваш кĕписене тăхăннă шăпăрлансем хăйсен хаваслă юрри-ташшисемпе куракансене савăнтарчěç. Аслăрах ăрурисем вара чăваш чěлхи епле пуян, илемлĕ, асамлă пулнине çирĕплетсе хăйсен янăравлă юррисемпе уява пуянлатрĕç. Çавăн пекех вĕсем çамрăк вулавçăсене чăваш халăх тумне тăханнă пуканесемпе, чăваш тĕррипе илемлетнĕ алтутрисемпе паллаштарчĕç. Вулавăш ертÿçи С.Агеева вулакансене «Асамлă эс,тăван чĕлхе» кĕнеке тишкерĕвĕпе паллаштарчĕ. Ялти культура ĕçченĕсем чăвашсен йăхран-йăха куçса пыракан йăли-йĕркисем,чăваш чĕлхин пуянлăхĕ çинчен пĕчĕк ăмăрту ирттерчĕç. Уяв пурне те пысăк савăнăç, çĕкленÿллĕ туйăм парнелерĕ.
Упрар тăван чĕлхемĕре! Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев каланă сăмахсене асра тытар: «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук. Пĕр-пĕр халăха хăй чĕлхине манма хушни çав халăха вилме хушнипе пĕрех». Чăваш чĕлхинче – тăван халăхăмăрăн тĕнчекурăмĕ, кăмăл-сипечĕ, ĕмĕчĕ-шанăçĕ. Пурăнтăр ырă та çепĕс чĕлхемĕр!