Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2014.12.03. Книга - верный друг

Кĕнеке – çывăх юлташ

 

1-мĕш декабрьтен пуçласа Таяпа Энтринчи Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта «Кĕçĕн класс ачисен эрни» тесе палăртрĕç. Çамрăк вулакансем вулавăшпа туслă пулнине шута илсе паян ял вулавăшĕнче «Кĕнеке – çывăх юлташ» ятпа калаçу иртрĕ.

Ачасем кĕнеке мĕнле пысăк пĕлтерĕшлĕ иккенне ăнлантарса сăвăсем вуларĕç тата питĕ интереслĕ каласа пачĕç. Библиотекарь кĕнеке пирĕн алла лекиччен нумай тĕрлĕ ĕçсем туса ирттермелли çинчен, ĕлĕк хут пулманнипе чул çинче тата йывăç хупписем, чĕр чун тирĕсем çинче чĕрсе çырни çинчен ăнлантарчĕ. Çав хушăрах «Кĕнеке Пирĕштийĕ» - вăл 4-мĕш класра вĕренекен Ванюшина Диана пулчĕ - кĕнекене тирпейлĕ тытмалли пирки тĕрлĕ правилăсем çинче чарăнса тăчĕ. Вулакансем «чирлĕ» кĕнекесене хăйсен вĕрентекенĕсемпе Смирнова А.С. тата Орлова Р.В. – па пĕрле «сиплерĕç».

Кĕнеке – çывăх тус иккенне библиотекарь йĕркеленĕ выставкăри каларăшсемпе çирĕплетрĕç.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика