Кĕçĕн Таяпа ял администрацийĕн чи пысăк та çутă кĕтесне вулавăш валли уйăрнă. Кунта ĕçлекенсем чунран тăрăшни тÿрех палăрать. «Юмах тĕнчинче», «Ĕмĕр манми çĕнтерÿ», «Юратнă енĕм, Елчĕк ен», «Шупашкарăм, савнă Шупашкар» чăвашла çырнă стендсен ячĕсем библиотекăна пуянлăх сĕмĕ кĕртсе алăк уратинченех хăйсем патне туртаççĕ. Чăвашла кунта, йăлтах чăвашла Елчĕк тăрăхĕнче. Тăван чĕлхене хисеплеççĕ, юратаççĕ. Çакă савăнтарать те. Пĕр кĕтесе вырнаçтарнă тĕрлĕ халăх тумĕллĕ пуканесенчен куçа илме çук. Вăййа тухмалли аркăллă кĕпе тăхăннă, умне шурă сапун çакнă чăваш хĕрĕ те, пуян çи-пуçлă чикан майри те пур кунта. Хĕр ачасем çитĕннĕ май выляма пăрахнă кивĕ пуканесене чун кĕртекенĕсем – вулакансем. Вĕсем «Ăстапи» кружока çÿреççĕ. Пушă вăхăт тупса тĕрлеççĕ те, çыхаççĕ те. Ăна Светлана Агеева библиотекарь ертсе пырать. Кĕçĕн Таяпана вăл кашни кунах Елчĕкрен çÿрет. Халăх кунтан татăлма пĕлменни библиотекăра хăтлăх хуçаланнипе те çыхăннă пулĕ. Йери-тавра – ешерекен хитре чечексем, чăваш тĕррисем…
«Ăçта мĕнле пулĕ, пирĕн çуллахи вăхăтра та вулакансем пур. Ачасем библиотекăран тухма пĕлмеççĕ. Хуларан асламăшĕ, кукамăшĕ патне канма килнисем çăвĕпех кĕнеке йăтаççĕ. Каникул вăхăтĕнче вулама панă литературăна шĕкĕлчеççĕ. Вĕсене кирли йăлтах пур пирĕн. Интернета та кĕрееççĕ», - тет Светлана Васильевна.
Тĕрлĕ литературăпа, энциклопедипе, çĕнĕ йышши журналсемпе пуян вулавăш. Чăвашла тухакан мĕн пур хаçат-журнал килсе тăрать кунта.
Аслă ăру çыннисем вăрçă çинчен çĕнĕ кĕнекесем ыйтаççĕ-мĕн. Çавăн пекех пурнăç, юрату çинчен вулама юратаççĕ. «Хаçатсем хакланнă май пурте çырăнса илеймеççĕ, чăваш кăларăмĕсемпе паллашма вулавăша килеççĕ», - тет Светлана Васильевна. Юратать вăл хăйĕн ĕçне. Вулакансемпе пĕр чĕлхе тупма, вĕсен ыйтăвне тивĕçтерме, кăмăлĕсене уçма пĕлет.