Лащ-Таябинский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2023.03.23 «Литература тӗпелӗнче: Елчӗк енӗн тӗпчевҫи - Роза Макарова (Павлова)»

Елчӗк ҫӗрӗ чӑннипех те пултаруллӑ та маттур яшсемпе хӗрсене ҫитӗнтерет. Елчӗк тӑрӑхӗнчен чылай паллӑ ҫыравҫӑсем, сӑвӑҫсем, тӗпчевҫӗсем тухнӑ.
Районти тӗп библиотекӑра «Литература тӗпелӗнче: Елчӗк енӗн тӗпчевҫи - Роза Макарова (Павлова)» анлӑ мероприяти иртрӗ. Тӗлпулӑва тӗпчевҫӗсем Р. В. Макарова (Павлова) тата В.А.Емельянова, Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин пай начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ В.А. Николаев, культура, социаллӑ аталану тата архив ӗҫӗн начальникӗ М.В.Демьянова, округри чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем, вулавӑш ӗҫченӗсем, вулакансем хутшӑнчӗҫ.
Макарова (Павлова) Роза Владимировна 1964 ҫулта кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Яманчӳрел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 1981 ҫулта Шӑмалакри вӑтам шкултан вӗренсе тухсан И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне, аспирантурӑра вӗренсе диссертаци хӳтӗлет. 1986-1988 ҫулсенче Энтепе шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине, 1988-1992-мӗш ҫулсенче Чӗмпӗр хулинчи 36-мӗш номерлӗ вӑтам шкулта вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентет. 1992-2005 ҫулсенче Ульяновск облаҫӗнчи чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗн корреспонденчӗнче вӑй хурать. 2005-мӗш ҫултанпа Ульяновск облаҫӗнчи патшалӑх архивӗнче ӗҫлет. Раҫҫей журналисчӗсен Союзӗн членӗ. Чӗмпӗр хулинче пурӑнать.
Тӗпчев ӗҫне Роза Макарова (Пвлова), университетра вӗреннӗ вӑхӑтра студентсен наука обществинче тӑнӑ чухнех кӳлӗннӗ. Елчӗк тӑрӑхӗн историйӗпе культурине тӗпчеме пуҫланӑ. Елчӗк тӑрӑхӗпе ҫыхӑннӑ истори, литература, культура тата краеведени темипе ҫырнӑ материалсене пӗр ҫӗре пухса йӗркелесе диплом ӗҫӗ ҫырса хӳтӗлет. Хӑйӗн тӗпчев ӗҫӗсемпе Пӗтӗм тӗнчери, Раҫҫей, регион тулашӗнче, регионта иртекен наукӑпа практика конференцийӗсене хутшӑнать.
Ӗҫне кура хисепӗ. 2014 ҫулта Раҫҫей Федераци культура Министерствин архив агентствин, 2008 ҫулта Ульяновск облаҫӗнчи архив ӗҫӗсен тата культура Департамӗнчӗн, 2014 ҫулта Ульяновск облаҫӗнчи массаллӑ коммуникаци Департамӗнчӗн хисеп хучӗсем, ҫавӑн пекех Ульяновск облаҫӗнчен, Чӑваш Республикинчен, Елчӗк район администрацийӗнчен тав хучӗсем, тав ҫырӑвӗсем парса чыс тунӑ.
Роза Макарова пухӑннисене хӑйӗн тӗпчев ӗҫӗн малтанхи утӑмӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ, кӗнекисемпе паллаштарчӗ.
Тӗпчевҫӗн «И.В.Ищерский: педагог, просветитель, организатор народного образования», «Елчӗк районӗнчи литературӑпа культура вырӑнӗсем», «Государственный архив Ульяновской области» тата 20 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗсем пичетленсе тухнӑ.
Нумай пулмасть пичетленсе тухнӑ «Яманчуринская школа: продолжение – в выпускниках. Из истории Яманчуринской основной общеобразовательной школы. 1982-2017гг.» кӗнекепе ҫумавтор Яманчӳрел шкулӗнче вӗрентекен, каярах шкул директорӗнче ӗҫленӗ Валентина Александровна Емельянова паллаштарчӗ. Кунта Яманчӳрел шкулӗ, 125 ҫул хушшинче пулса иртнӗ пулӑмсем, маларах вӗренсе тухнӑ ачасем тӗрлӗ вырӑнлӑ ӗҫре ӗҫленисене тата хальхи вӑхӑтра ӑҫта, кам пулса вӑй хуни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ.
Владимир Николаев кӑҫалхи ҫул Раҫҫейре Педагог тата наставник, Чаваш Енре Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗсем пулнӑ май ҫакӑ кӗнеке кун ҫути курни питӗ вырӑнлӑ пулнине палӑртса хӑварчӗ. Хаклава пуҫтарӑннисем те кӗнекене пысӑк хак парса тухса калаҫрӗҫ.
Марина Демьянова тӑван ене, тӑван тавралӑха тӗпчени, Елчӗк тӑрахӗнчи паллӑ вырӑнсене, ӗҫпе ҫар паттӑрӗсене, паллӑ ҫыравҫӑсене, тӗпчевҫӗсене, сӑмах ӑстисене тупса палӑртса тата вӗсен ӗҫне-хӗлне тишкерсе мӗн тери пысӑк та пархатарлӑ ӗҫ туни ҫинчен чарӑнса тӑчӗ.
Роза Макарова пуҫтарӑннисене хӑйӗн кӗнекисене парнелерӗ.
Юлашкинчен тӗп библиотека ертӳҫи Алина Петрова тав сӑмахӗ каласа, тӗпчев ӗҫӗсенче ӑнӑҫу сунчӗ.
Мероприятине Лащ -Таяпа тӑрӑхӗнчи «Сударушки» ансамбль хӑйӗн юррисемпе илем кӳчӗ.

429394, Чувашская Республика, Яльчикский район,

с. Лащ-Таяба, ул. Почтовая, д. 7. Электронный адрес: lasch-tayab@cap.ru

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика