Лащ-Таябинский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2022.04.08 «Чун йыхравĕ» литература тĕпелĕнче

Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Лаш Таяпа ялĕнчи вулавăшра хăнара Галина Енейкина сăвăç пулчĕ. Уяв программине республикăра библиотекăсемпе вулакансен хушшинче иртекен «Литературăллă Чăваш Ен: чи вуланакан кĕнеке» фестиваль-конкурса хутшăнса йĕркеленĕ. Çавăн пекех тата Раçейри халăхсен культура еткерлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Республикинче иртекен паллă çынсен çулталăкне тата Елчĕк районĕн 95 çулхи юбилейне халалланă.
Уява сăвăçпа тĕл пулма Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи культура çурчĕсемпе библиотекăсен ертÿçисем, чăваш чĕлхипе литература учителĕсем тата шкул ачисем пуçтарăнчĕç. Ертсе пыракансем Г.Л. Енейкина пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен презентаци кăтартса пачĕç, тĕрлĕ кĕнеке выставкисемпе паллаштарчĕç. 2020-2021 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă кĕнекесен тишкерĕвне йĕркелерĕç. Уйрăммăн хамăр ентеш Петр Петрович Сидоров ĕç-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕç.
Галина Леонидовна Енейкина – Чăваш енри пултаруллă сăвăç, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Елчĕк енĕн тивĕçлипех паллă çыннисенчен пĕри шутланать. Вăл «Чуну таса пулсан», Ĕмĕрхи илем», «Чун йыхравĕ» кĕнекесен авторĕ. Авторăн хайлавĕсенчи тĕп санар – çут малашлăх çинчен ĕмĕтленекен, унталла ăспа та пултарулăхпа туртăнакан, чĕнекен, йывăрлăхран хăраман çын. Сăвăç ытларах тăван тавралăха, унти ĕçченсене сăнарлать. Чăваш чĕлхин, тăван халăхăн шăпи те аванах хумхантарать поэта. Сăвăç юптарусем те шăрçалать. Унăн юптарăвĕсенче çыннăн пурнăçра хăйĕн вырăнне тупасси, пĕлсе те тĕрĕс утăм туса пурăнма чĕнни пысăк вырăн йышăнать. Кашни юптарăвĕ - хăй пĕр асамлăх тĕнчи, хăй пĕр тулли ăс-хакăл çÿпçи.
Тĕл пулура Г. Енейкина хăйĕн пурнăçĕ, кĕнекисем çинче чарăнса тăчĕ. Юлашки вăхăтра çырнă тарăн шухăшлă сăввисемпе паллаштарчĕ. Шкул ачисем унăн сăввисене, юптарăвĕсене илемлĕ вуласа савăнтарчĕç.
Уява илемлетекенсем «Сударушки», «Тайпи» ушкăнсем пулчĕç. Пирĕн ентеш, сăвăç, композитор Юрий Петухов хăй çырнă, кĕвĕленĕ «Ыр чунпа, ыр кăмăлпа» юррипе савăнтарчĕ.
Галина Енейкина пултарулăхне уява хутшăннисем пысăка хурса хакларĕç, ырă сăмахсем каларĕç, литературăра татах та пысăк çитĕнÿсем тума сунчĕç.
Тĕл пулу пурин кăмăлне те кайма пултарчĕ.

429394, Чувашская Республика, Яльчикский район,

с. Лащ-Таяба, ул. Почтовая, д. 7. Электронный адрес: lasch-tayab@cap.ru

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика