„Ятлă çынна ял савать,”- теççĕ халăх хушшинче. Çак сăмахсем чăннипех Лаш Таяпа ялĕнче пурăнакан Теренин Петр Аркадьевич çинчен тесе шутлатăп эпĕ. Кам-ха вăл, Петр Аркадьевич? Мĕншĕн ăна ялта ваттисем те, вăтамçулхисем те, ачасем те питĕ хисеплеccĕ, юратаççĕ? Мĕншĕн тесен Петя тете питĕ сăпай, ырă кăмăллă, ылтăн алăллă ĕçчен çын. Лаш Таяпа ялĕшăн, унăнçыннисемшĕн вăл питĕ нумай-нумай ырă ĕç тунă, халĕ те ял пурнăçĕчен аякра тăмасть.
Петр Аркадьевич Елчĕк районĕнче Лаш Таяпа ялĕнче 1960-мĕш çулта июнĕн 14-мĕшĕнче çуралнă. Унăн ашшĕпе амăшĕ, Аркадий Васильевичпа Васса Григорьевна, Чăн тĕне тытса пурăннă, ачисене те Иисус Христос заповечĕсене тытса пурăнма вĕрентнĕ. Петр 1977-мĕш çулта Лаш Таяпа вăтам шкулне лайăх паллăсемпе пĕтернĕ, унтан Тĕрлемесри бухгалтерсем хатĕрлекен çулталăк вĕренмелли курсне пĕтернĕ. Армине каиччен Канашри ДОСААФ шкулĕнче вĕренсе водитель правине илнĕ. 1979-1981 çулсенче Совет çарĕнче Чехословакинче пулнă. Салтакран таврăнсан 1985-мĕш çулччен „Слава” колхозра бухгалтерта ĕçленĕ. 1982-мĕш çул пуçламĕшĕнче нимĕç чĕлхи вĕрентекен учительницăпа, Александра Ивановнăпа мăшăрланнă, 3 ача çуратса пăхса çитĕнтернĕ.
Петр Аркадьевичăн сăрлас, yкерес туртăмĕ ача чухнех пулнă ĕнтĕ, анчах шкулта вĕреннĕ вăхăтра учительсем çавна асăрхаман-ши, е хăй пит сăпай пулнăран палăртман, салтакран килсен колхозра ĕленĕ вăхăтра колхоз валли тĕрлĕрен плакатсем ăсталанă, çуллă сăрăсемпе картинăсем yкернĕ. Вара ăна колхозра художник-оформитель пулса ĕçлеме сĕннĕ, çак ĕçре вăл 1985-1991çулсенче тăрăшнă. Колхоз правленийĕнчи, культура çуртĕнчи, урамсенчи тĕрлĕрен агитплакатсемсĕр пуçне ял çыннисен пурнăçне, çутcанталăка сăнлакан картинăсем нумай yкернĕ. Унăн ĕçĕсене шкулта, ялти краеведени музейĕнче, уйрăм çынсенçурчĕсенче курма пулать.
Петр Аркадьевич çутçанталăкри, пурнăçри илеме ăнланакан çын, ăна куракан, унпа киленме пĕлекен çын. Аллисем те унăн чăннипех ылтăн алăсем. Мĕн кăна ăсталаман-ши вăл хăйĕн пурнăçĕнче, шутласа пĕтерме те çук. Ытти çын асăрхамасăр иртсе каякан кукăр турат е йывăç тымарĕ унăн аллинче вĕçен кайăк е вăрманти чĕрчун кĕлетки пулса тăрать.
Хăй пурăнакан тавралăха илемлетме тăрăшать. Çурчĕ йĕри-тавра тĕрлĕрен йывăç, хитре чечексем лартса ÿстерет. Пÿлĕмĕнче те мĕн тĕрлĕ чечек çук пулĕ!
Петр Аркадьевичăн пурнăçĕнче ял çыннисемшĕн те, пулас ăрусемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç – кивĕ шкул çуртĕнче краеведени музейне йĕркелени. Михеев А.Л., Сметанин П.Д. пулăшнипе тĕлĕнмелле пуян экспозицисем йĕркеленĕ музейра. Унта кĕрсе куракансем экспонатсем умĕнче нумайччен чарăнса тăраççĕ. Елчĕк районĕнче çавăн пек пысăк та пуян музей çук тесен те юрать. Петр Аркадьевич ÿнер енĕпе ятарлă пĕлÿ илмен, хăй тĕллĕн вĕренсе Турă панă пултарулăхне аталантарса пынă. Ÿнер искусстви çинчен ытларах пĕлес тесе 1986-1991 çулсенче Мускаври искусствосен халăх университетĕнче куçăмсăр майпа вĕренсе фотокиноискусство тата графикăпа ÿнер факультечĕсене пĕтернĕ.
1996-мĕш çулта шкулта директорăн хуçалăх енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса ĕçлеме тытăнсан, шкул дирекцийĕ Петр Аркадьевичăн пултарулăхне кура, ăна шкул ачисене рисованипе ĕç урокĕсене вĕрентме шаннă. Педагог пулма ятарлă вĕренмен пулсан та, вăл хăйĕн предмечĕсемпе ачасене интереслентерме пĕлет. Шкул ачисем унăн урокĕсене хаваспа çyреççĕ. Шăнкăрч йăви, йывăçран касса эрешленĕ савăт-сапа, çунтарса эрешленĕ ывăссем, чĕрчунсемпе пуканесен кĕлеткисем – пурне те шутласа пĕтерме çук.
Вĕренy çулĕ вăхăтĕнче темиçе хутчен ачасен ĕçĕсен куравне иртерет вăл, ачасем ăсталанă хитре япаласене пăхса ашшĕ-амăшĕсем питĕ савăнаççĕ, кунсерен кирлĕ япаласем те ăсталаççĕ ачасем.
Петр Аркадьевич пек çын шкулта ĕçлени ачасемшĕн пысăк телей. Анчах ĕç урокĕсене кашни çул чакарса пыраççĕ, шкул ачисен мастерскойра ĕçлесе ал ăсталăхне аталантарма майĕ те çук. Çавăнпа Петр Аркадьевич ачасемпе уроксем хыççăн ĕçлеме те yркенмест.
1994-2000 çулсенче вăл шкулта „Çамрăк ÿнерçĕ” кружок ертсе пынă, 2001-мĕш çултанпа паянхи кунчченех ачасемпе „Мастерок” кружок ертсе пырать. Ачасен ĕçĕсене ялти шкулта çеç мар, район центрĕнче те, Шупашкарта та иртерекен куравсене хутшăннă, çамрăк ăрăва вĕрентсе культура енĕпе воспитани парас ĕçри çитĕнÿсемшĕн Петр Аркадьевич 2008 çулта Чăваш Республикин культурă министрĕ Хисеп грамоти парса чысланă. 2012 çулхи августăн 18-мĕшĕнче Лаш Таяпа ялĕ 400 çул тултарнă ятпа ирттернĕ уявра П.А. Теренин Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Г.Н.Архиповăн Тав сăмахне тивĕçрĕ. „Чăваш халăх йăли-йĕркине, культурине, чĕлхине упраса хăварас тата чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе тăрăшса ĕçленĕшĕн,”- тесе çырнă çав Тав сăмахĕ çине, мĕншĕн тесен уява хатĕрленнĕ, ирттернĕ çĕрте те вăл питĕ тăрăшса ĕçленĕ.
Ĕçсĕр çыннăн яланах вăхăт çук, Петр Аркадьевич ăçтан тупать вăхăтне? Шкулти вĕрентекенсене уроксем ирттерме плакатсем, таблицăсем туса парать, коридорсене, клас пyлĕмĕсене кирлĕ пек йĕркелеме те нумай пулăшать.
Унăн пурнăçĕнчи тепĕр питĕ пысăк, сăваплă ĕç – Лаш Таяпара чиркy уçас енĕпе ĕçлени.
90-мĕш çулсенче пирĕн çĕршывра пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Пурнăç тĕпрен улшăннă. Коммунистсен партийĕ тĕп парти пулма пăрахнă хыççăн хуласенче те ялсенче те чиркÿсем уçăлма тытаннă. 1991-мĕш çулта ноябрĕн 6-мĕшĕнче Лаш Таяпара та чиркÿ уçнă. Ăна икĕ клас пyлĕмĕнчен тăракан çырма хĕрринче уйрăм ларакан шкул çурчĕнчен тунă. Чиркÿ уçас енĕпе Петр Аркадьевич питĕ нумай ĕçленĕ. Акă мĕнле аса илет вăл çавçулсенчи ĕçсене:
„Шкул çуртĕнчен чиркÿ тума Энтепе çыннисем, икĕ пĕртăван Григорьевсем тата Моисей ятлă çын килнĕччĕ, вĕсем ăна икĕ уйăх хушшинче ĕçлесе пĕтерчĕç. Куполне лартма Елчĕкрен Марков Геннадий кранпа килчĕ. Чиркÿ чанĕсене Аслă Пăла Тимеш ялĕнчен илсе килтĕмĕр, пĕрне чиркÿрен пачĕç, тепĕрне Тимеш çынни хăй килĕнчен пачĕ. 1992-мĕш çулта Яманчyрел шкулĕнче нумай çулсем хушши директор пулса ĕçленĕ Комиссаров П.К. шкул картишĕнче ларакан пĕр йывăç çуртне притвор валли илсе килме сĕнчĕ. Ялти ватăрах çынсем: Пешкумов Николай, Петров Степан, Морозов Василий, Теренин Аркадий тата эпĕ çав çурта пăсса илсе килтĕмĕр, унтан чиркÿ притворне туса хутăмăр. 1993-мĕш çулта чиркÿ тăррине çĕнĕ хĕç-тимĕрпе витрĕмĕр. Çав ĕçе пурнăçлама каллех Пешкумов Николай, Сметанин Николай, Князев Василий, эпĕ (çÿлте ĕçленĕ), Морозов Василий, Теренин Аркадий, Евдокимов Василий, Петров Степан, Михайлов Петр (калайне çĕлесе тăнă) хутшăннă.
1993-1994 çулта Комсомольская урам вĕcĕнче ларакан йывăc çурта (колхозăн хăна çурчĕ пулнă) чиркĕве алтарь тума панă. Кĕркунне икĕ эрне хушшинче çав çурта куçарса килсе алтарь тĕресе лартрăмăр. Князев Василий ертсе пынипе Пешкумов Николай, Михайлов Петр, Игнатьев Петр, Морозов Василий тата эпĕ ĕçлерĕмĕр.
1995-мĕш çулта чиркĕве тул енчен хăмапа çапса тухнă, çак ĕçе Игнатьев П.А. ертсе пынипе унăн ывăлĕ Игнатьев Г. бригади пурнăçланă.Çапла темиçе çул хушшинче чиркÿ çуртне туса пĕтертĕмĕр.”
Петр Аркадьевич чиркÿ ăш-чиккине кирлĕ пек йĕркелес тĕлĕшпе нумай тăрăшнă. 1992-мĕш çулта вăл Шупашкара кайса Варнава митрополитран иконăсем çырма пил илнĕ, вара виçĕ çул хушши тyлевсĕр чиркÿ валли иконсем çырнă, рамисене ăсталанă. Чиркĕве пырса кĕрсен иконостаса куратпăр, ăна Теренин П.А. ăсталанă, иконĕсене çырнă, (вуникĕ аслă праçникĕн иконĕсемсĕр пуçне, вĕсене типографинче пичетленĕ). Сылтăм енче Иисус Христос хĕрес çинче пăталанни – Распятие, Турă Амăшĕн „Умиление” ятлă сăнĕ, Иисус Христосăн „Спас Нерукотворный” иконĕ, „Моление о чаше” иконĕ, нумай асап тyснĕ Святой Пантелеймон иконĕ, алтарьти святой Николай аттемĕрĕн иконĕ – вĕсене пурне те Петр Аркадьевичçырнă. Çав пысăк та сăваплă ĕçе пуçăниччен вăл типĕ тытса нумай кĕлтунă, Турă кĕнекисем вуланă, иконăсем çырасси çинчен уйрăм литературăпа паллашнă.
1991-2010 çулсенче вăл Лаш Таяпа прихут канашĕн председателĕ пулнă, чиркÿ уçнăранпах пĕр улшăнмасăр чиркÿ старости пулса ĕçлет.
2009-мĕш çулта ялта çĕнĕ чиркÿ тума пуçларĕç. Виçĕ çул хушшинче никĕсне ярса чиркÿ çуртне купаласа пĕтернĕ. Çак ĕçре Петр Аркадьевич та питĕ нумай вăй хунă.
Турă Амăшĕ çурални ячĕпе хисепленекен Лаш Таяпа чиркĕвне Козлов С.П. (иеромонах Силуан) настоятель ĕçлеме килсен чиркÿ çумĕнче вырсарни шкулĕ уçăлнă. Петр Аркадьевич çак шкул ĕçĕнче те аякра тăмасть. Кашни çул вырсарни шкулĕсем хушшинче „Раштав çăлтăрĕ”, „Мăнкун савăнăçĕ” фестивальсенче ачасен ĕçĕсене курава тăратать. Унта ÿкерчĕксем, тăмран, йывăçран тунă япаласем тăратать. Александров Анатолий вĕренекен йывăçран ăсталанă чиркÿсен, колокольня макечĕсем куракансене чăннипех тĕлĕнтереççĕ. Артемьева Ольга, Князева Анна ÿкернĕ „Христос çурални” картинăсем те тарăн шухăша яраççĕ.
Хăйĕн пархатарлă ĕçĕсемшĕн Петр Аркадьевич нумай-нумай грамотăсене, дипломсене тивĕçлĕ пулнă. Анчах чи хакли – ăна ял халăхĕ чунтан юратни, хисеплени, пысăк ĕçсене шанни.
ЧГПУ студентки Мария Иванова