Лаш Таяпа, 400 çул
Салам Уй-хир! Тăватă ĕмĕр çулĕ
Утса ирттерекен те эсĕ çеç паян.
Каласа пар асаттесен кун-çулĕ
Мĕнле пуçланнă, иртнĕ ун танпа.
Епле уй-хир ĕçĕсене ирттернĕ.
Çĕр каçнă тĕттĕм пĕчĕк пÿртсенче.
Хăш кас каччи купăспала илемлĕн
Вăййа пуçланă çеçен хирсенче.
Мĕнле санăн ятна илтсен хăранă
Кисретнĕ Эсĕ пур тăрăхсене
Иртен çÿренсене сума сутарнă
Танлашнă эсĕ кашкăр йăхĕпе.
Епле мăнаçлăн ÿсĕме пуçларăн.
Вĕренĕ ĕç, алран кайман хăват.
Чун çурăлас чухне пуçна усмарăн.
Епле-çке ялăм, эсĕ, тарават!
Çилсем тата пин ĕмĕр те лăпкаччăр.
Уйсем сыхлаччăр уçă кăмăлпа.
Хур-кайăк çулĕ вăрăмĕш сунатпăр
Сана çулсем, Тăван Лаш Таяпа!
23 апреля 2012 г. Князева Ксения В.