Лаш Таяпа ял кун-çулĕнчен Вырăсла Лащ Таяба. Революциччен ăна Уразгильдино, кайран пĕр хушă (1927 çулччен) Тайба тесе те çырнă. Ĕлĕк Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесне кĕнĕ, Тăмпиел вулăсĕнче тăнă. 1918 çултанпа Шăмалак вулăсĕнчи ял. 1921 çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕнче Лаш Таяпана Чăваш автономи облаçĕнчи Патăрьел уесне куçарнă. 1927 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен Елчĕк (малтан Кĕçĕн Елчĕк) районне кĕрет. Пĕр вăхăтрах Таяпа ял совечĕ туса хунă. 1935 çулхи майăн 19-мĕшĕнчен вара - Лаш Таяпа ял совечĕ. Лаш Таяпа - ватă ялсенчен пĕри. Çавăнпа çак тăрăхра ĕлĕк-авалпа çыхăннă халап-юмах нумай. Кĕçĕн Таяпа çынни Иван Анисимович Садовников (1905 - 1979) самаях астăватчĕ вĕсене. Акă вăл каласа панă пĕр халап: Иван Ĕмпỹ Хусанпа çапăçнă чух ун пĕр çарĕ инкеке лекнĕ имĕш: вĕсене тутарсем хупăрласа илнĕ. Мĕнле çăлăнса тухмалла? Çавсене пулăшма Ураскилт ятлă чăваш хăй çыннисемпе пырса çитнĕ, тутарсене хăваласа янă. Хусана илсен, Иван ĕмпỹ Ураскилте çĕр парса тав тăвас тенĕ. Пушă выртнă ун чухне çеçенхирсенчи çĕрсем. Ураскилтĕн 9 ывăлĕ Лаш Таяпа (Ураскилт), Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа, Таяпа Энтри, Чăваш Каркалар, Мăкшă Таяпа (Тутар Республикинчи Теччĕ районĕ), Кăннă Таяпа (Самар тăрăхĕ) тата Атăл леш енче Ураскилт ялĕсем (пĕтĕмпе 9 ял) пуçарса янă имĕш. Е тата тепĕр халап. Ураскилтпе çыхăннăскерех. Ураскилте çĕр касса панă план-крепит (49 аршăн тăршшĕскер) Аслă Таяпа чиркĕвĕнче упраннă. Куç пек сыхланă ăна. Лаш Таяпа çынни Пиктимир (темшĕн вăл тĕне кĕмен ятпа çỹренĕ?) çав чиркỹ старостин хĕрне Альтюка качча илнĕ пулнă иккен. Крепит-карта вăрлас шухăш канăç паман Пиктимире: çавăн тăрăх, тен, вăл та çĕр илме пултарĕ? Саркаласа пăхнă вăл хăйĕн хуньăшĕпе çав карттăна, Ураскилте ăмсаннă. Ỹкĕтлесен, староста çавна хăйĕн кĕрỹшне вăрттăн илсе тухса панă. Ара, хăйĕн ачине камăн япăх тăвас килтĕр-ха? "Мĕн пулать те мĕн килет" тесе, Пиктимир Кĕçĕн Таяпари пуçанăшне Униçĕм Садовникова (халапçă аслашшĕне) илнĕ те, иккĕшĕ юланутпа Хусан хулине, кĕпĕрне земствине çитнĕ. Куçлăхлă чиновниксем тĕлĕнсе пăхаççĕ, тет, карттăна. "Çав çĕре мĕн тунăшăн ырă сунса панă-ши?" теççĕ, тет, пуçсене сулкаласа. Малтан, çĕр касса панă чух, каттăн сылтăмри çỹлти кĕтесне патша алă пуснă, пичет çапнă пулнă имĕш. Çĕр илсенех, Ураскилт çав вырăна крепит-картăран касса илнĕ. Пичетсĕр хут кама кирлĕ? Усă курайман ку хутпа Пиктимрпе Униçĕм... Таяпа тăрăхĕпе çыхăннă халапсем "Чăваш халăх сăмахлăхĕ" кĕнекере (6-мĕш том, 2-мĕш кĕнеке) пайтах. Ку тăрăх - "хирти" чăваш çĕрĕ. Ĕлĕк Лаш Таяпа таврашĕнче вăрман, хăвалăх ỹснĕ, тискер кайăксем йышлă пурăннă. Вăрмансен пысăк пайне 1875 - 1880 çулсем тĕлне хăртса пĕтернĕ, уй тунă. Çĕнĕрен акакан çĕр лаптăкĕсене хуçисен ячĕпе каланă: Ехе, Эптелмен, Эптрехмен, Эльмен, Илька, Хлипка, Мишер тата ытти те. Таяпа çыннисем Кĕçĕн Елчĕке Тутар Элкел ялĕ урлă çỹренĕ. Çак çул Лаптак çерем урлă выртнă. XIX ĕмĕр вĕçнелле çереме сухаласа пăрахнă. Ара, каннă çĕр çинче тырă лайăх ỹснĕ-çке-ха! Лаш Таяпа ял аталанăвĕ патша тытăмĕн учрежденийĕсен докуменчĕсенче çул хыççăн çул палăрса, çырăнса пынă. Хăш-пĕр паллăрах пулăмсене асăнса хăварасшăн. Иртнĕ ĕмĕрте Таяпа (Ураскилт) удел ведомствинче тăнă. Чăваш хресченĕсем Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи çĕршер пин çĕр ĕçлекенсемпе пĕрле патша кил-йышне усрама-тăкаклама тар юхтарса мул пухнă, Романовсене тỹррĕнех пăхăнса тăракан тарçăсем пулнă. "Ураскилт" (Таяпа) удел ведомствине кĕрет. Уес хулинчен (Пăваран) 29 çухрăмра ларать. Ялта 60 кил, вĕсенче 475 çын (236 арçынпа 249 хĕрарăм) пурăнать", тесе паллă тунă, калăпăр, 1859 çулта Шалти ĕçсен министерствин статистика комитечĕ. 1910 - 1911 çулсенче перепись ирттернĕ. Ун вăхăтĕнче Пăва уесĕнчи 19 вулăсра 284 яла тата 40 поселокпа хутора шута илнĕ. Таяпара 173 çемье (пĕтĕмпе 558 арçынпа 536 хĕрарăм) пурăннине паллă тунă. Вăтамран 6 çын тивнĕ кашни çемьене. Ялти 12 хуçалăхра арçынсем пулман. 132 çемьере вулама-çырма пĕлекен çын пур. Арçынсем хушшинче хутла пĕлекенсем 256 çын, хĕрарăмсенчен вара ун пеккисем 25 çеç. ХХ ĕмĕр пуçламĕшĕнче ял общинин çĕрĕ çак лаптăксенчен тăнă: пахча вырăнĕсем - 66,6 теçеттин, суха çĕрĕ - 863,3 теçеттин, выльăх çỹретмелли вырăн - 219,4 теçеттин (пĕтĕм юрăхлă çĕр 1149 теçеттинрен кăшт пысăкрах). Ялти 37 тăн-тăн хуçалăх 419,9 теçеттин çĕр сутăн илнĕ. Çĕрсĕр çемье пулман. Тыр-пул акса тунисĕр пуçне, 7 çемье пыл хурчĕ (40 вĕлле) тытнă, 7 çемье суту-илỹ тунă, лавккасем уçнă. Ку тĕле Таяпара тимĕр плугсен шучĕ 57 çитнĕ, 2 жнейка, 2 молотилка, 1 веялка пулнă. 34 çемье вара лаша, 46 çемье ĕне-выльăх усрайман. Хресченсем кунта та, ытти çĕрти пекех, виçĕ пусăллă уйсемпе усă курнă. Хуторсене уйрăлса тухма ирĕк паракан закон кăларсан, Таяпаран 8 хуçалăх, Яманчурелĕнчен 18 хуçалăх уйрăлса тухнă. Участка ялне пуçарса янă. Кашни çемье вăтамран 19 теçеттин çĕр илнĕ, хăш-пĕр кил икшер лаша, ĕне усранă. Тепĕр хутор Сăрă хăви патĕнче йĕркеленнĕ. 9 çемьерен тăнă вăл. Пурĕ 47 çын шутланнă унта. Пирĕн енче хуторсем вăй илеймен. Тĕнче вăрçи тапрансан, вĕсем саланма пуçланă, чылайăшĕ каялла Таяпана таврăннă. 1870 - 1875 çулсенче Таяпара икĕ пĕчĕк лавкка уçнă. Пĕрне "Пикăл лавки" тенĕ. Хуçи - Федор Бикулов-çке-ха. Тепри Караçка лавкки, хуçи - Герасим Алексеев. Каярахпа Трахвин Ваççи (Василий Трофимов), Нури Ваççи (Василий Димитриев), Мишке Ехвинĕ (Ефим Ижнеев) сутă тунă. Лаш Таяпан 5 çил арманĕ пулнă - Афанасий Фроловăн, Аксентий Емельяновăн, Петр Арефьевăн, Василий Александровăн, Степан Степановăн. Кĕрпе арманне Илья Никитин (Энтюк Ильчи), Арефий Ефремов (Лакăм Урехвийĕ), Григорий Павлов (Хветте Кĕркурийĕ) тытнă. Канма пĕлмесĕр танклатнă виçĕ тимĕрçĕ лаççи. Кỹлĕ хĕрринчи - Тимĕрçĕ Иванĕн ( Иван Кузнецовăн), çырма хĕрринчи - Тяппан Сиккин (Степан Степановăн), виççĕмĕшĕ - Тимĕрçĕ Ильчин (Илья Кузнецовăн). Пирвайхи машинăсем Аслă Октябрь революцийĕ пуличченех яла пынă. Тырă выракан икĕ машина (жнейка) туяннă çирĕп хресченсем. Вĕсене хурт-хăмăр ĕрчетекен Иван Кондратьевпа чиркỹ таврашĕнче ĕçлекен Павел Элле тытнă. Тырă çапакан машина (молотилка) Иван Михеев салтак туяннă. Ял пухăвĕнче яла ертсе пыма староста суйланă. Пысăк пулнă унăн влаçĕ. 1880 - 1914 çулсенче старостăра Фома Петров, Иван Филиппов, Марк Семенов, Николай Афанасьев, Иван Арефьев, Иван Костин, Семен Михеев ĕçленĕ. Çыруçă ĕçне Ефим Арефьев лайăх пĕлнĕ, çавăнпа та ăна писăр Ехвинĕ тесе ят панă.