Апрелĕн 25-мӗшӗнче - Чӑваш чӗлхи кунӗнче, чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан, хальхи чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекенĕн, паллӑ культура деятелӗн Иван Яковлевич Яковлевӑн ҫуралнӑ кунне ҫуллен паллӑ тӑваççĕ. Ҫӗнӗ Тӗмерти библиотекарь ҫак паллӑ куна халалласа «И. Я. Яковлев ҫемйи тата йӑх- несӗлӗсем» краеведени сехечӗ ирттерчӗ. Мероприятие Ҫирӗклӗ Шӑхаль вӑтам шкулӑн 9-мӗш класс вӗренекенӗсем хутшӑнчӗҫ.
Чӑвашсене ҫутта кӑларакнӑн сумлӑ та чаплӑ педагогӑн Иван Яковлевич Яковлевӑн ятне Раҫҫейре те , ун тулашӗнче те анлӑ пӗлеҫҫӗ.
И. Я. Яковлев 1848 ҫулхи ака уйӑхӗн 25 – мӗшӗнче Тутар Республикине кӗрекен Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушки ялӗнче ҫуралнӑ.
Темиҫе кунтанах хӑр тӑлӑха юлнӑскере амӑшӗн тӑванӗсем усрава илнӗ. Тӑлӑх пулин те пурнӑҫӗ телейлӗ килсе тухнӑ Иван Яковлевичӑн. Ваттисем тӑлӑх выльӑх карта пуҫӗ пулнӑ, тӑлӑх ача ял пуҫӗ пулнӑ тени Иван Яковлевич тӗллӗн шӑпах тӱрре тухнӑ. Шӑпи ӑна ял пуҫӗ кӑна мар,халӑх ертӱҫи,ӑна вӗрентсе кӑлараканӗ пулма пӱрнӗ.
Иван Яковлевич Яковлевӑн пилӗк ача пулнӑ: Алексей, Лидия, Наталья, Николай тата Александр. (Наталья, Александр) ҫамрӑклах вилнӗ .
Библиотекарь ачасене И.Я. Яковлев кун-ҫулӗ тата ачисен ӑслӑлӑх ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен слайдсемпе усӑ курса тӗплӗн каласа пачӗ.
И. Я. Яковлев йǎхě паянхи куна пысǎк туратлǎ йǎха аса илтерет . Ун йǎхěнчен нумай паллǎ çынсем – ученǎйсем, искусствоведсем, литераторсем, издательсем, врачсем, артистсем тухнǎ.И. Я. Яковлевǎн аслǎ ывǎлěн Алексейǎн мǎнукěсем Францинче пурǎнаççě.Лидия ( вǎл Некрасов А. Д.ученый – биолога качча тухнǎ пулнǎ) хěрěн ачисемпе мǎнукěсем Российǎра пурǎнаççě.