#годиванаяковлева
#неделячувашскогоязыка
#госчастливогодетства
#годпедагогаинаставника
Чăваш чĕлхи , тӑван сӑмахлӑх,
Унран чапли мĕнех- ши пур?
Унрах пулни, унрах – пуласлӑх,
Вӑл пур чухне чӑваш та пур!
В. Шихранов.
Апрелĕн 25-мĕшĕнче, пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ чăваш чĕлхи Кунне уявлать. Эпир 1993-мĕш çултан пуçласа кашни çул Чăваш наци кунне уявлатпăр.Ăна ахальтен мар ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ И. Я. Яковлев çуралнă.
Ҫӗнӗ Тӗмерти библиотекӑра ялти культура ӗҫченӗпе пӗрле Аслӑ вӗрентекенӗмӗр - Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа "Ялан янра, чӑваш сăмахĕ!" краеведении сехечӗ иртрӗ.
Иван Яковлевич Яковлев - чăваш тĕнчине çутта кăлараканӗ, Чӗмпӗрти чӑваш шкулне никӗслекенӗ. Ҫак шкултан чылай паллӑ ҫынсем вӗренсе тухнӑ.
Иван Яковлев хăйĕн вăхăтри çынсене ырми-канми ĕçĕсемпе тĕлĕнтернĕ. Вăл чăваш çырулăхне шухăшласа кăларнă, литература хаклавçи.халăх вĕрентĕвĕн ертӳçи, чăваш фольклорĕн тĕпчевçи, букварьсемпе чăваш кĕнекисен авторĕ, тăлмачĕ, пĕрремĕш ача-пăча писателĕ.Халӑха ҫутта кӑларасшӑн И. Я. Яковлев 50 ҫул ытла ӗҫленӗ (1808-1922 ҫҫ.). Ҫав вӑхӑт хушшинче паллӑ педагог мӗн тӗрлӗ кӑна пархатарлӑ ӗҫ туса хӑварнине шутласа кӑларма та йывӑрВӑл ӗмӗрӗ тӑршшӗпех чӑваш халӑхӗшӗн ӗҫленӗ,чӑваш ачисем валли шкул уҫнӑ.
И.Я.Яковлев пулас ӑрӑва тӑван чӗлхене упрама пиллесе каланӑ: «Халӑхӑн ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук». Унӑн «Халалӗ» вара пирӗн ӑрӑва хӑварнӑ ырӑ сунӑм пулса тӑрать. Библиотекарь ҫамрӑк ҫыравҫӑсене И. Я. Яковлев пурнӑҫӗпе ӗҫӗ - хӗлӗ ҫинчен каласа пачӗ. Яковлевӑн « Халалӗнчи» тӗп шухӑшӗсем ҫинчен ӑнлантарчӗ. Мероприятине малалла тӑснӑ май А. И. Солин таврапӗлӱҫӗ чӑваш халӑх историйӗпе паллаштарчӗ. Вӑл чӑваш ҫырулӑхӗ пулса кайни çинчен, чӑваш сӑмахне пуçараканӗ Иван Яковлев ҫинчен, вăл чӑваш ҫырулӑхне туни тата чӑваш чӗлхине аталантарас тĕлĕшпе пысăк вăй хуни ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ. Иван Яковлевӑн йӑх – несӗлӗсемпе паллаштарчӗ.
Ял клубӗпе библиотека ӗҫченӗсем пухăннисене ҫак чаплӑ уявпа саламларӗҫ. Уявра чӑваш юррисемпе вырӑс халӑх юррисем янӑрарӗҫ. Мероприяти тӗлне кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ.