Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

13.01.2023 .Сурхури уяве

Сурхури.

Сурхури! Сурхури!

Ҫитнӗ кӗтнӗ сурхури!

Сурхури ҫитрӗ, куртӑр-и?

Хирӗҫ тухса илтӗр-и?

Хӗллехи чи паллӑ уявсен пӗри – Сурхури. Çӗнӗ стильпе вӑл кӑрлачӑн 7 – мӗшӗнчен пуҫласа 19- мӗшӗччен пырать Н. А. Ашмарин тӗпчевҫӗ ҫырса хӑварнӑ тӑрӑх. Сурхури праҫникне Микулай кунӗ иртсен виҫҫӗмӗш эрне кун уявланӑ. Ҫак праҫник вырӑссен праҫникӗпе пӗр килнӗ.Сурхурине кун таврӑннӑ вӑхӑтра хӗвеле хисеплесе. Выльӑх – чӗрлӗх ӗрчетнине палӑртса ирттернӗ. Ҫӗр ҫынни лайӑх тыр – пул туса илме, ырлӑх – сывлӑхпа, телейпе, тулӑх пурнӑҫпа пурӑнма ӗмӗтленнӗ  Ача – пӑча , яш –кӗрӗм сӑвӑ – такмак каласа килӗрен – киле ҫӱренӗ.

Ҫӗнӗ Тӗмерти яш – кӗрӗме сурхури уявӗн йӑли – йӗркипе ялти библиотекарь паллаштарчӗ. Ҫак уявра тӗрлӗ вӑйӑсем  вылярӗҫ. Юрӑ - ташӑ , сӑвӑ каларӗҫ. 2023 ҫул мӗнле пулассине « Асамлӑ арчаран» турса пӗлчӗҫ, урамра кӑҫатӑ ывӑтрӗҫ тата ытти вӑйӑсем вылярӗҫ.

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика