2022 – мӗш ҫул чӑвашсен паллӑ ҫыннисен ҫулталӑкне халалласа Ҫӗнӗ Тӗмерти ял библиотекинче « А . Г. Николаев- чӑваш ятне тӗнче уҫлӑхне ҫӗкленӗ паттӑр» пӗлӱ сехечӗ иртрӗ. Библиотекарь ачасене А. Г. Николаев пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ.
А.Г. Николаевăн ячĕ, пĕтĕм тĕнче историне, Тăван çĕршыв историне кĕрсе, ĕмĕрсене хывăнчĕ. Унăн чыслă ячĕ наукăпа техникăнчи пултаруллă ĕçченсемпе пĕр ретре. Тĕнче уçлăхне тĕпчесе пĕлес енĕпе вăл тĕнче наукине хăй пултарнă таран пуянлатрĕ, хамăрăн çĕршыва, пĕтĕм халăха чапа кăларчĕ. Çавсемпе пĕрлех вăл тĕнче Чăваш çĕршывĕпе чăваш халăхне мухтава кăларчĕ. СССР летчик-космонавчĕ А.Г. Николаев хăйĕн пĕтĕм пурнăçĕ-ĕçĕпе, шухăшĕ- ĕмĕчĕпе пĕр хамăр халăхшăн кăна мар, тĕнчери пур халăхсемшĕн те пысăк хисепре.
А.Г. Николаев Шупашкар, Калуга, Караганда, Петрозаводск, Ленинск, Смоленск, Ржев, Ленинакан, Махачкала, Нальчик, Каспийск, София, Петрич, Стара-Загора, Варна, Плевен, Омортаг (Болгари), Дархан (Монголи), Карлови-Вари (Чехословаки), Буира (Алжир), хулисен хисеплĕ гражданинĕ. Унăн ячĕпе пăрахутсем, тĕрлĕ хуласенчи урамсем, Шуршăл ялĕнчи колхоз, Шупашкар хулинчи ача-пăча паркĕ, икĕ шкул хисепленсе тăраççĕ.
А.Г. Николаев ятне Уйăхăн тÿнтер енчи крартера, Ева-Лив утравĕнчи пăр купола, Антарктидăри ту хырçине панă.
Виççĕмĕш космонавт çинчен очерксем, сăвăсем, кĕнекесем çырнă, картинăсем ÿкернĕ, юрăсем хывнă. Вăл хăй те темиçе кĕнеке çырнă. 1972-мĕш çулхи раштавăн 14-мĕшĕнче хăйĕн тăван ялĕнче, Шуршăлта, космонавтика музейĕ уçăлать. 1977-мĕш çулта бронза бюст лартаççĕ. 1987-мĕш çулта Шупашкарта, А.Г. Николаев космоса кайнăранпа 25 çул тултарнине халалласа, хăйĕн ячĕпе хисепленекен урамра, Асăну хăми вырнаçтараççĕ.
Хăйĕн паттăрла ĕçĕсемпе А.Г. Николаев пирĕн çĕр-шыва тата чăваш халăхне чапа кăларчĕ.Ракета техникине аталвнтарма тата космоса алла илме нумай вăй хунăшăн патшалăхтата обество пурнăçне хастар хутшăннăшăн Чăваш Республикин Президенчĕн 1997-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнчи указĕпе Андриян Григорьевича Чăваш Енĕн чи пысăк хисеплĕ ятне-Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ-панă.
А.Г. Николаев 1963-1993-мĕш çулсенче Чăваш Республикинчен Раççей Федерацийĕн Аслă Канашĕн депутачĕ пулса республикăн пурнăçĕпе экономикине аталантармалли ыйтусене татса парассишĕн нумай тăрăшнă.
Вăл »Встретимся на орбите», «Космос-дорога без конца», «Притяжение Земли» кĕнекисен авторĕ.
Юлашкинчен ачасем « А. Г. Николаев- чӑваш кӑйкӑрӗ» видеофильм курчӗҫ. Ачасене А. Г. Николаев хӑй калаҫни, хӑйӗн пурнӑҫӗпе паллаштарни питех те кӑмӑла кайрӗ. Унӑн кӗнекисемпе тата ун ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесенчен йӗркеленӗ выставкӑпа та ачасем хаваспа паллашрӗҫ.