Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

10.07.2021.Библиотекари музейпа паллашрес

Ялти ачасем тата ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче аслашшӗ- асламӑш патне килнӗ ачасем вӑхӑта интереслӗ ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Июлӗн 10- мӗшӗнче вӗсем  библиотекӑра вырнаҫнӑ музейпа паллащрӗҫ. Унта курмалли – пӗлмелли нумай . Акă чи малтанах вӗсем шкул историйӗпе паллашрӗҫ.Малалла утнă май ĕлĕкхи пурнăçа кĕрсе ÿкрĕҫ. Кунта йывăçран ăсталанă ĕç хатĕрĕсем, пуракĕ те пур, тĕрлĕ калăпсем, такани , алăпа çавăрса авăрмалли тырă арманĕ ,пир тĕртмелли станок,сурпан, сӑмавар, тӑмран ăсталанă савăт-сапасем тата ыттисем те.… 

Тăван çĕршывшăн вăрçă хирĕнче çапăçнă салтаксене асӑнса уҫнӑ кӗтесре вӑрҫӑра вилнӗ салтаксен списокӗнче хӑйсен тӑванӗсен хушамачӗсене шырарӗҫ. Вӑрҫӑран янӑ виҫ кӗтеслӗ ҫырусемпе паллашрӗҫ.Ялти художник Васильев Михаил салтака ӑсатнине сӑнласа кӑтартнӑ панорама умӗнче те ачасем чылайччен тӑчӗҫ.

Чи кӑсӑкли вара вӗсемшӗн ял ҫывӑхӗнчи вырӑнсенче тупнӑ мамонт кӗлеткин шӑммисем пулчӗ.

Музей кӗтесӗ ачасене питӗ килӗшрӗ. Килӗшмесӗр - хӑшӗ-пӗрисем ӗлӗкхи япаласене пӗрремӗш хут курнине пытармарӗҫ.

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика