Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

15.05.2021.Майӑн 15 – мӗшӗ - Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗ

Кашни ҫулах майӑн 15 – мӗш кунӗнче Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Пуҫласа ку уява 1993 – мӗш ҫулта Генеральнӑй Ассамблея  пуҫарнипе уявлама тытӑннӑ.

Ялта туслӑ, килӗштерсе пурӑнакан ҫемьесем нумай . Крылова Римма Степановна ялти ватӑсенчен пӗри. Вӑл килӗнче пӗччен пурӑнать пулин те хӑйне тӑлӑх туймасть , мӗншӗн тесен ун патне ялта пурӑнакан ачисем , мӑнукӗсем килех тӑраҫҫӗ, ӗҫӗсене хаваспах пурнӑҫласа параҫҫӗ.  80 ҫултан иртнӗ пулин те килти ҫӑмӑлрах ӗҫсене вара хӑйех пурнӑҫлать   Римма Степановна мӑнукӗсене хӑйӗн ача чухнехи пурнӑҫӗҫинчен каласа парать . Кӗнеке куҫлӑхсӑрах вулать, ҫыхма та ӑста . Ялти библиотекарь ӑна кӗнекепе тивӗҫтерсе тӑрать . Паян ҫемье кунӗ ячӗпе саламлама Крыловсен ҫемьи амӑшӗ патне пуҫтарӑнчӗ.Мӑнукӗ Мария сӑвӑ каласа саламларӗ.Эпир те Римма Степановнӑнанумай ҫул пурӑнма  ырлӑх- сывлӑх сунатпӑр. Ҫемьере килӗшӱ пултӑр . Ахальтен мар чӑваш халӑхӑн аслӑ просветителӗ чӑваш халӑхне панӑ халалра ҫемье  чи пысӑк пурлӑх,ҫак пурлӑха лайӑх тытса усраммаллине вӗрентсе каланӑ.

«Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Çемье пурнăçĕ тĕлĕшпе ваттисем каланă сăмаха чăваш халăхĕ ялан та хытă тытса тăнă. Çак пурлăха лайăх сыхласа пурăнăр. Çемьенĕн лăпкă пурнăçĕ пире пурнăç хыттинчен хӳтĕлесе тăрать. Килĕштерсе тĕреклĕ тăракан çемьешĕн катаран килекен пурнăç синкерĕсем хăрушă мар. Ўтĕре ясарпа ан варлăр, ӳсĕртекен, астаракан япаларан шикленĕр. Çемйĕре сыхă усрасан, ачăрсене чипер упраса пурăнсан, килĕштерсе лăпкă ĕçлесе пурăнма хăвăр валли тĕреклĕ чарак лартса хурăр.»

                                                                                                              Иван Яковлев,
                                                                                                              Чĕмпĕр хули, 1921ç., çурла уйăхĕн 4-мĕшĕ.

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика