Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

13.04.2021.«Иван Яковлевич Яковлев – чăваш Патриархĕ»выставка

Кашни ҫул ака уйǎхěн 25- мěшěнче пěтěм чǎваш ҫынни Чǎваш чěлхи кунне уявлать.

 Çак çурхи  куна  ахальтен суйласа илмен:  ҫак кун  чǎвашсене çутта кǎлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев (1848-1930) çуралнǎ.Кăçал унăн 183 çулхи юбилейĕ.

Чăвашсене çутта кăларакан, халăхне çырулăх парнелекен, пĕрремĕш вырăс графикине тĕпе хурса чăваш алфавитне йĕркелекен, пĕрремĕш чăваш букварĕ кăларакан, вĕренÿ кĕнекисем çыракан, Аслă Вĕрентекенĕмĕр, пирĕн Патриархăмăр - çак чаплă сăмахсем пурте Иван Яковлевич Яковлев çинчен. Мĕншĕн-ха пирĕн халăх ăна çапла пысăка хурса хаклать? Мĕншĕн тесен вăл пурнăçĕ тăршшĕпех тăван халăхне тĕттĕмлĕхрен, чухăнлăхран хăтарас, унăн культурине чи вăйлă аталаннă нацисен шайне çити çĕклес тесе тăрăшнă. - Юрататӑп эп чӑваш халӑхне:   вӗсене ырӑ тунисӗр пуҫне  мана урӑх нимӗн те кирлӗ маар. Туссем, тӑвансем,ытарайми чӑваш ҫыннисем!Мӗн ӗмӗрӗм тӑршшӗпех чунӑмпа- чӗремпе ҫунса пурӑнтӑм сирӗншӗн,- тенӗ   И Я Яковлев.  

 Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларассишӗн кӗрешнӗ ҫын  сӑнарӗ яланлӑхах халӑх асне кӗрсе вырнаҫнӑ. И Я Яковлев тӑван халӑх йӑли-йӗркине лайӑх пӗлсе ӱснӗ Вӑл тӑван халӑха,тӑван чӗлхене хисеплеме, юратма вӗрентессишӗн тӑрӑшнӑ. Халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе хӑйӗн ӗмӗр тӑршшӗпех хастар хутшӑннӑ

   1871 ҫулта - чăваш çырулăхне туса ярать, чăваш шкулĕсем валли букварьпе вĕренӳ кĕнекине кăларать. Кӑҫал чӑваш ҫырулӑхӗ йӗркеленнӗренпе 150 ҫул ҫитет.

       1877 çулта Чĕмпĕр чăваш шкулĕ  чăвашсен тĕп шкулĕ пулса тăрать, унта вĕрентекенсене хатĕрлеме пуçлаççĕ. Çавăн чухнех И.Я.Яковлев кăларнă кĕнекесемпе мĕн пур чăваш шкулĕнче вĕрентме йышăнаççĕ. Унăн малтанхи вĕренекенĕсем ура çине тăраççĕ. Алексей Васильевич Рекеев – И.Я.Яковлев пĕрремĕш вĕренекенĕ - патриархăн чи шанчăклă çынни пулнă, Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче унăн ĕçĕсене тунă, каярахпа ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç ялĕнче ĕçлесе пурăннă.

      

        Эпир хамăрăн кăмăл-туйăма, шухăшăмăрсене алфавитпа çырулăхра ĕмĕрлĕхе хăваратпăр. Паян тăван культура палăкĕсене çырса хăварни пулас ăрусемшĕн, вĕсен аталанăвĕшĕн тăрăшниех пулать. Çакăнтан вара пирĕн ума Иван Яковлевич Яковлевăн историри пĕлтерĕшĕ тата та сумлăрах тухса тăрать. Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхĕн ăс пурлăхне упракан, чăваш чĕлхине сапаланса каясран сыхласа хăварма вăй çитнĕ таран тăрăшакан чăваш халăхĕн аслă та мухтавлă ывлĕсенчен пĕри. Паян эпир пурсăмăр та ăна чăваш халăхĕшĕн тунă ĕçсемшĕн пуç тайса тав тăватпăр.

        Чăваш халăхне çутта кăлараканăмăр Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче çуралса ÿснĕ. Ку ял халĕ питех те паллă.Унта И.Я.Яковлев вĕренекенĕсем – паллă вĕрентÿçĕсем, çыравçăсем, ÿкерÿçĕсем, юрăçсем çуралнă. Ялĕнче тăван тавралăхпа ĕç тăрăм музейĕ, И.Я.Яковлев музейĕ пур. Халĕ Кăнна Кушки сăваплă та илемлĕ вырăнсенчен пĕри, кунта И.Я.Яковлева – чăваш халăхне çутта кăларакана –тата унăн вĕренекенĕсене , ялĕнчен тухнă паллă çыннисене хисеплесе пурăнаççĕ. Чăваш патриархне хăй ĕçленĕ вырăнсенче те – Чĕмпĕрте, Сызраньте , Улатăрта, Хусанта, Мускавра унăн ятне манмаççĕ. Мускав хули варринче, Ваганьккă масарĕ çинче, чăвашсем çу уйăхĕн пĕрремĕш вырсарнинче çулленех аслă вĕрентекенĕмĕр тăприне пуç тайма пухăнаççĕ. Çакăн пек пысăк хисепе И.Я.Яковлев хăйĕн улăпла хăвачĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, таланчĕпе тивĕçлĕ пулнă. 

Чӑваш чӗлхи куне халалласа Тӗмерти ял библиотекинче «Иван Яковлевич Яковлев – чăваш Патриархĕ»выставка хатĕрленӗ. Кунта унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштаракан хайлавсем, монографи, тӗпчев ӗҫӗсемпе паллашма пулать.

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика