Паян тĕп библиотекăра Елизавета Долгова-Пчелова çырнă «Байдеряков род» кĕнеке презентацийĕ пулса иртрĕ. Елизавета Никандровна Долгова-Пчелова Ҫĕнĕ Патреккел ялĕнче çуралса ӳснĕ.
«Байдеряков род» кӗнеке вулакана Чӑваш Республикин Елчĕк районӗнчи Патреккел, Ҫӗнӗ Патреккел тата Кӗҫӗн Патреккел ялӗсенчен тухнă Байдеряк йӑхӗпе паллаштарать.
Кӗнеке презентацине таврапӗлӳҫӗсем, вулавăш ĕçченĕсем, автор тусӗсем тата тăванĕсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем кӗнеке пӗлтерӗшне палӑртса хак пачĕç. Тĕрлĕ ыйтусем çине хуравлама тиврĕ автора: хăçан çырав çулĕ çине тăнă, сюжетсене ăçтан тупса илнĕ тата ытти те.
Елизавета Никандровна хайĕн творчествипе тĕплĕн паллаштарчĕ, ытти кĕнекесем çинчен асăнса хăварчĕ, «Байдеряков род» кӗнекине вулакансем валли парнелерӗ.
Тĕл пулăва Чӑваш Республикин писательсен Союзӗн правленийӗн председателӗ, Чӑваш Республикин, Тутарстан, Республика Мари Эл, Удмурт Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши хутшăнчĕ . Вăл «Байдеряков род» кĕнекене пысăк хак парса хакларĕ, пулас ăру валли пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.
Юхма Мишши Елизавета Никандровна Долгована чăваш халăхĕн историне тĕпчес, наци культурине, çутлăх тĕнчине аталантарас ĕçре пысăк çитĕнӳсем тунăшăн, чăвашлăхшăн ырми-канми тăрăшнăшăн тата «Байдеряк род» ятлă историллĕ тĕпчев кĕнекишĕн пĕтĕм тĕнчери чăвашсен аслă поэт тата çарпуçĕ Пайтул Искеев ячĕллĕ литература премине парса чысларĕ.
Ҫавӑн пекех кĕнеке хаклавĕнче Григорьева Галина Михайловна - общество деятелӗ, çыравçă, Дмитриева Лариса Семеновна - писательсен Союзĕн секретарĕ, Юхма Мишшин пулăшаканĕ, Смирнова Светлана Николаевна – чăваш общество центрĕн членĕ, поэт тата Краснова Надежда Павловна поэтесса пулчĕç.