Юхма Мишши - Ильин Михаил Николаевич, 1936 çулта, ака уйӑхӗ 10-мĕшĕнче Патăръел районĕнчи Сăкăт ялĕнче çуралнӑ.
Юхма Мишши -Чӑваш Республикин писательсен Союзӗн правленийӗн председателӗ, Чӑваш Республикин, Тутарстан, Республика Мари Эл, Удмурт Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин халӑх ҫыравҫи.
Ăна Тĕнчери литературăн К. Симонов, В. Пикуль, А. Фадеев ячĕллĕ, эрменсен Паруйр, азербайджансен Самед Варгун ячĕллĕ парнине, нимĕçсен «Çĕнĕ йĕркелĕх» парнине, турккăсен «Тĕрĕк тĕнчишĕн тунă пысăк ĕçсемшĕн» хисеп парнине тивĕçтернĕ. Пĕрлĕшӳллĕ Нацисен Организацин премипе ылтăн медальне тивĕç пулнă. 2018-мĕш çулта Юхма Мишшине, унăн творчествине пысăк вырăна хурса, «Герой Святой Руси» ылтăн çăлтăрпа парса чысланă.
Хальхи вăхăтра Чăвашсен пĕрлĕхпе культура центрне тата Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвне ертсе пырать. Юлашки çулсенче çыравçă «Хуркайăк çулĕ» ятлă историллĕ романсен ярăмпа ĕçлет.
Тӗмерти ял библиотекинче писатель ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа «Юхма Мишши – халăх çыравçи» кӗнеке выставки йӗркеленӗ. Кунта унӑн паллăрах кĕнекисем: «Çăлтăрсем чĕнеççĕ» (1965), «Мускав çулĕ» (1966), «Эльпи чечекĕсем» (1969), «Кăвак çĕмрен» (1971), «Еткер» (1986), «Термен» (1990), «Анне çăкăрĕ» (1991), «Атте пахчи» (1992), «Авалхи чăвашсем» (1996)вырӑн тупнӑ.
Вăл - 200 ытла кĕнеке авторĕ, хисеплĕ академик, прозаик, поэт, драматург, публицист, куçаруçă.Ачасем валли 30 ытла кӗнеке кӑларнӑ.Вӗсен хушшинче легенда , юмах,калав, пьесӑсем , тупмалли юмахсем.
Юхма Мишшин творчествипе паллашман вулакан та çук пулĕ, унăн кĕнекисене ваттисем те, çамрăксем те вулаççĕ.
Çыравçăн кĕнекисене 114 чĕлхене куçарса пичетленӗ.