Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2017.04.27 Чăваш чĕлхин эрнелĕхĕ

 «Берёзка» ача садĕнче ака уйăхĕн 20-26 мĕшĕнче чăваш чĕлхин эрнелĕхĕ иртрĕ. Кашни кун хăйне евĕр пулчĕ.

Чи малтанах воспитательсем аслă ушкăнри ачасене чăваш халăхĕн просветитĕлĕн И.Я. Яковлевăн пурнăҫĕпе тата ĕҫĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕҫ. Вăл ҫырса хăварнă халалсен тĕп шухăшне ачасене ăнлантарса пачĕҫ.

Тепĕр самант вăл ачасем патне хăнана асаттепе асанне килни. Вĕсем ачасене ĕлĕкхи чăваш вăййисемпе паллаштарчĕҫ. Ачасем хаваспах вăйăсенче хутшăнчĕҫ, хăйсен ҫивĕчлĕхне, вăр-варлăхне кăтартрĕҫ.

Сăвă конкурсĕ те хаваслă иртрĕ. Арина Кантеева вара пуринчен те пултарулли пулчĕ.

Кĕҫĕн ушкăнри ачасем те аслисемпе пĕрлех пулчĕҫ. Хăйсем мĕн пĕлнине кăтартма тăрăшрĕҫ.

Саппунсемпе кĕпесене илемлетсе ача садĕнче пĕчĕк ҫеҫ выставка йĕркеленчĕ. Чăваш орнамĕчĕсемпе усă курса ачасем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕҫ.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика