Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

24.04.24 Краеведческий час "Тăван чĕлхе-анне чĕлхи"

Чăваш чěлхи эрнинче Аслă Таяпари вулавăшра чăваш чĕлхи кунне халалласа ачасемпе «Тăван чĕлхе — анне чĕлхи» ятпа чăваш чěлхи сехечě иртрĕ. Малтанах вулавăш ĕçченĕ Аслă вĕрентекенĕмĕр, Иван Яковлевич Яковлев, тăван чĕлхемĕр çинчен каласа пачĕ. «Яланах янра, чăваш чěлхи» куравпа паллаштарчĕ. Иван Яковлев Чăваш Букварьне тěрлěрен ăса вěрентсе калакан произведенисене кěртнě: «Тилě тус», «Шăрчăкпа кăткăсем», «Ула куракпа тилě», «Кашкăрпа путек» йышши юмахěсенче паллă вырăс юптаруçин И. А. Крылов произведенийěсене тěпе хурса ҫырни ҫинчен каларě.
Çавăн пекех ачасем И.Я. Яковлевăн калавěсемпе, юмахěсемпе паллашрĕç. И. Яковлев чăвашсене ырă çынсем пулма, ваттисене хисеплеме, хастарлă та ěçчен пулма вěрентнĕ. Чăвашсене пěр-пěрне пурнăçра пулăшса пыма, тăван чěлхене юратма, упрама каласа хăварнă.
Шкул ачисем Иван Яковлевич çырнă калавсене илемлĕн вуларĕç. Пурте кăмăллă юлчĕç.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика