Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

23.04.24 Тӑван чӗлхе – атте-анне чӗлхи

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн паллă кун. Çак кун, çурхи илемлĕ вăхăтра, чăвашсене çутта тухма пулăшнă И. Я. Яковлев çуралнă кун эпир Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр.Тӑван чӗлхе – атте-анне чӗлхи. Ашшӗ-амӑшне хисеплекен ҫын тӑван чӗлхене те хисеплӗ. Пирӗншӗн тӑван чӗлхе – чӑваш чӗлхи.
«Чӑваш чӗлхи ... пирӗншӗн вӑл асаттесен пехилӗ, асаннесен кӗлли, пирӗншӗн вӑл вӑрман сулхӑнӗ, тӑп-тӑрӑ ҫӑлкуҫ шывӗ, пирӗншӗн вӑл чӗре таппи, чун хавалӗн чи ачаш хусканӑвӗсем, пирӗншӗн вӑл пурнӑҫ...» (Геннадий Волков)
Тӑван чӗлхене, чăваш чěлхине халалласа Аслă Таяпа вулавăшěче чӑваш кӗнекисен куравне йӗркелерӗмӗр. Куравра чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлев пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, ҫавăн пекех Вĕрентекенĕмĕрĕн Чăваш халăхне панă халалĕпе тĕплĕн паллашма пулать. И. Я. Яковлев халалĕ – ÿсекен ăрăва каланă пехил. Пехил вăл – чăваш çынни хăй вилес умĕн пурлăхне, еткерлĕхне, тăванĕсене халалласа хăварни, ытлăх-çитлĕх пурăнма, тĕрĕс-тĕкел ĕмĕтленме, сывлăхлă пулма пиллени.
Чӑваш чӗлхи малашне те кашни кун янӑратӑр – килте те, урамра та, хулара та, ялта та, шкулта та. Вулаканамăрсем куравпа паллашма, чӑваш кӗнекисене илсе вулама пултараҫҫӗ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика