Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

25.02.2020 Василий Эктеле халалласа илемлĕ вулакансен конкурсĕ иртрĕ

Василий Петрович Эктел (Сидоров) Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче 1950-мĕш çулхи нарăсăн 26-мĕшĕнче, учитель çемйинче çуралнă.Ҫак ялтах пĕлӳ илнĕ, И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен художествăпа графика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех сăвă çырма юратнă. Вăл сăвăç çеç мар, ӳнерçĕ те. Василий Эктел ачасем валли çакăн пек кĕнекесем çырнă. «Тĕлĕнтермĕшсем»: «Чи хитри». Унăн хăй вĕреннĕ тăван шкулĕ çинчен çырнă кĕнеки те пур. Вăл «Тăван шкултан – инçе çула» ятлă.

Аслă Таяпари ял вулавăшĕнче Василий Эктеле халалласа илемлĕ  вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Унта кĕçĕн классенчи ачасем хутшăнчеç. Вĕсем «Тĕлĕнтермĕшсем» кĕнекери сăвăене илемлĕ вулама тăрăшрĕç. Сăвăсем урлă ачасем тăван тавралăхăн илемĕпе, ÿсен-тăран тата чĕрчун тĕнчин хăйне евĕрлĕхĕпе паллашрĕç. Василий Эктелĕн çутçанталăкĕ те этем пекех сывлать, туять, асапланать, хăйĕн çулĕ çинче тĕл пулакана аркатать, ыйха путать те вăранать.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика