Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

19.02.2020 Ачасем чӑваш халӑх вӑййисемпе паллашрӗҫ

Пӗчӗккисен вӑййисем ачасене ҫирӗпленме, йышпа пурӑнма, ӑс пухма, ӗҫе хӑнӑхма вӗрентеҫҫӗ. Вӑйӑсенче вара чӑн-чӑн индивидуум ҫамрӑк ӱснине, коллективист, общество ҫынни пулса тӑнине курма пулать. Кунта ачасен  хутшӑнӑвӗсем тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Ҫав хутшӑнусем туслӑха, юратӑва куҫни ҫав вӑйӑсенче йӗрленет. Ачасен вӑййисенче ытларах чӑн пурнӑҫ саманчӗсем ӱкерӗнсе юлаҫҫӗ. Хусканусем, ӗҫсем, хутшӑнусем, калаҫу – пурте кайран пурнӑҫра ялан кирлисем. Паллах, кунта та фантази, шухӑш-туйӑмсен анлӑ вӗҫевӗ вӑййа-кулла тултарса тӑраҫҫӗ.

Чӑваш вӑййисен курӑмлӑ енӗ - нумайӑшӗ вӗсенчен чӑн сюжетлӑ. Самай анлӑ композициллӗ, хӑйне евӗр инсценировкӑна аса илтереҫҫӗ. Ӗҫсем аталанма тытӑнни, хӗрсе-ҫивӗчленсе пыни, логика ыйтнӑ пек вӗҫленни пысӑк произведенисенчи пекех йӗркеленсе пырать. Сӑмахсен илемӗ те кунта пӗлтерӗшлӗ. Сӑмахсемсӗр пуҫне ҫепӗҫ кӗвӗ, ҫыхӑнуллӑ хусканусем вӑййа манӑҫми сӑнсем кӗртеҫҫӗ. Сӑмах искусствин, халӑх театрӗн, юрӑ, ташӑ, пантомима хӑвачӗ вӑйӑсем пӗрлӗхлӗ синкретикӑлла искусство пулӑмӗсем иккенне ӗнентереҫҫӗ.

Ҫамрӑксен тахҫан ҫуралнӑ вӑййисем паянхи куна ҫитиччен упранаҫҫӗ. Вӑйӑсем вӗсем – кулленхи пурнӑҫӑн ытарлӑ ӱкерчӗкӗсем, вӗсемсӗр пуласлӑх ҫук, пурнӑҫ ҫук.

Тăван чӗлхе эрни пынӑ май, нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Аслӑ Таяпари пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан тĕп шкулти пуçламăш класс  ачисем чӑваш халӑх вӑййисемпе паллашрӗҫ. Вӗренекенсем «Пуйӑсла», «Ылтӑн хапхалла», «Хӑтармалла», «Ҫӗрӗ памалла», «Кӑшманла» вӑйӑсем выляса савăнчӗҫ.     

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика