Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

15.11.2019 «Кăвар чĕре» литература каçĕ иртрĕ

Чÿк уйăхěн 16-мěшě - Çеçпěл Мишши çуралнă кун.  Аслă Таяпари ял вулавăшĕнче  паллă поэта халалласа вулакансемпе, поэзине юратакансемпе «Кăвар чĕре» литература каçĕ иртрĕ. Вулавăш ертÿçи  кěскен Çеçпěл Мишшин кун-çулě пирки каласа кăтартрě, унăн паллă сăввисемпе паллаштарчĕ. «Тинĕсе» сăввине пăхмасăр каласа парса итлекен патне Çеçпĕл Мишши çырса хăварнă сăмахсене туллин илсе çитерме пултарчĕ.

Литература каçне хутшăнакансем «Çеçпĕл Мишши-пин-пин чăваш сасси» ятлă кĕнеке куравĕпе паллашрĕç. Çеçпĕл Мишши çырнă сăввисене, проза тексчĕсене вуласа хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Ун хыççăн вулавăш ертÿçи пурне те «Кăвар чĕреллĕ поэтăмăр-Çĕçпĕл Мишши», «Аслă чĕре» буклетсем парса тухрĕ.

Çеçпĕл Мишши яланах çынсене йывăрлăхра пулăшма тăрăшнă, пурнăçри тĕрĕсмарлăха питленĕ. Çавăнпах пулĕ ăна такăнтаракансем те нумай пулнă. Чăваш çĕр-шывĕ, чăваш чĕлхи хăюллăн вăранасса, кăвар кайăкла тапранасса кĕтнĕ. Хальхи вăхăтра Çеçпĕл каланă сăмахсем питех тÿрре килеççĕ, шухăша яраççĕ. Чăваш чĕлхине малалла аталантармалла, упраса хăвармалла

Чăваш поэзийĕнче ăна никампа та пăтраштараймастăн тата никампа та танлаштараймастăн. Вăл – Çеçпĕл! Вăл – пĕрре! Унăн чун хастарлăхĕ хăвăрт юхакан шыв пек мăнаçлă, сасси паянхи кунччен янрать. Çеçпĕл чăннипех вилĕмсĕр!

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика