Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

14.11.2019 «Çеçпĕл Мишши - пин-пин чăваш сасси» кĕнеке куравĕ

Кăвар чĕреллĕ поэт – Çеçпĕл Мишши - çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа Аслă Таяпари ял вулавăшĕнче вулакансем валли «Çеçпĕл Мишши- пин-пин чăваш сасси» ятлă кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Куравра чăваш поэзин никĕсне хывнă çулăм чĕреллĕ Çеçпĕлĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен çырса кăтартнă кĕнекесемпе хаçат-журналсем вырнаçтарнă. «Кăвар чĕреллĕ поэтăмăр – Çеçпĕл Мишши», «Аслă чĕре» буклетсем туса хатĕрленĕ.

Тăван халăхăн пултаруллă ывăлĕ Çеçпĕл Мишши поэт кашнин асĕнчех упранать. Çирĕм икĕ çул кăна пурăннă пулин те вăл историри хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçланă. Халăхăн ĕмĕрлĕх хăватне илемлĕ сăмах урлă уçса панă.

Çеçпĕл Мишши юлташĕсемпе пĕрле халǎхран кĕнеке пухса библиотека уçать. Каярахпа библиотека заведующийĕнче Чĕмпĕр хулинчен темиçе уйǎхлǎха пынǎ вырǎс хĕрарǎмĕ Анастасия Петровна Червякова ĕçлет. Çеçпĕл мĕн пĕчĕкрен кĕнеке вулама юратнǎ, пушǎ вǎхǎта яланах библиотекǎра ирттернĕ.

Вăл литературăпа питĕ интересленнĕ, хай те çырма пуçланă, юлташĕсемпе пĕрле алăпа çырса «Çăлтăр» ятлă журнал кăларса тăнă. 1917 çулхи кĕркунне поэт Тутар республикинчи Теччĕ хулинчи учительсем хатĕрлекен семинарие кайса кĕнĕ. Часах çамрăксем хушшинче агитатор пулса ĕçлеме тытăннă. Çеçпĕл тăван литературăна аталантарас тесе çине тăрсах, чун-чĕререн тăрăшнă, хăйĕн паллăрах сăввисене «Пурнăçпа вилĕм», «Пуласси»«Чăваш чĕлхи», «Чăваш ачине», «Эп вилсен», «Чăваш поэтне Ахаха асăнса», «Чăн чĕрĕлнĕ», «Йывăр шухăшсем» т. ыт. те çырнă.

Çеçпĕл Мишши, унǎн сǎнарĕ, кашни юрри-сǎвви, сǎмахĕ чǎваш халǎх чĕринче, асĕнче пурǎнать. Унǎн ятне пǎрахута, хǎй çуралнǎ яла, библиотекǎсене, шкулсене, Шупашкарти пĕр урама панǎ. Шупашкарта Çеçпĕл палǎкĕ, кинотеатр, тата музей пур.

Çеçпĕле сума суса пирĕн сǎвǎçсем, композиторсем, ÿнерçĕсем сǎвǎсем, юрǎсам, картинǎсем чылай çырнǎ. Киеври илемлĕ фильмсен А.П.Давженко ячĕллĕ киностудии «Çеçпĕл» фильм ÿкернĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика