Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

30.01.2019 Ку эпĕ - Валери Туркай!

Паян Елчĕкри тĕп библиотекăна Валери Туркай ҫырнă «Чĕрене юратма чараймастăн» черетлĕ кĕнекепе паллашма вулакансемпе библиотека ĕҫченĕсем пуҫтарăнчĕҫ.

Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркайпа йĕркеленĕ тĕл-пулăва Елчĕк район администрацийĕн пуҫлӑхӗ Николай Миллин, район администрацийĕн культура тата информаципе тивӗҫтерекен пайĕн ертӳҫи Зарема Князева, поэтăн юлташĕ Андрей Головин та хутшăнчĕҫ, сăмах каларĕҫ.

Тĕлпулăва  ертсе пыракан Людмила Зайцева поэтпа паллаштарнă май, Туркайăн 2013 ҫулта «Ҫĕнĕ вăхăт» издательствăра  пичетлесе кăларнă «Ку эпĕ- Валери Туркай!» кĕнекери  сăвă йĕркисемпе пуҫларĕ:

Ҫапла, ку эпĕ - Валери Туркай!

Эп сирĕн Сассăр, сирĕн Саманташăр!...

Эп- сирĕн Шанчăкăр, Кĕрешĕвĕр тата,

Паллах, эп сирĕн тусăр-хурăнташăр!

Ҫапла,  ĕҫлĕ тĕлпулура вулакансен тусĕ -  Кĕтне тăрăхĕнчи Каҫал районĕнчи Хырай Ĕнел  арĕ - Валери Туркай! «Туркай ҫинчен калаҫмаҫҫĕ - Туркая итлеҫҫĕ»,- теҫҫĕ халăхра. Ҫапах та поэта итличчен, ун ҫинчен кĕскен каласа пани вырăнлă пулчĕ.

Валерии Туркай поэта пирĕн республикăра кăна мар, ҫӗршывӗпех пĕлеҫҫĕ, хисеплеҫҫĕ. Валери Туркай - халăх поэчĕ те, общество деятелĕ те, таса чунлă, ырă кăмăллă ҫын та.

Пĕрремĕш сăввине «Пире вăрҫă кирлĕ мар!» ятпа Валери 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне ҫырнă. Вĕрентекенĕсем: амăшĕпе ашшĕ, ял-йыш, Анна Осиповна Читнаева пĕрремĕш вĕрентекенĕ, тĕп Вĕрентекенĕ, палах, - ПУРНĂҪ.

Вăтам шкул хыҫҫăн Валери Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренсе пĕтерет. Ҫĕнĕ сăвăсем, юлташсем, Ольга Егоровăпа  ҫемье ҫавăрни, Илемпипе Силпи хĕрпĕрчисем. Самана шутсăр вылянчăклă та пăтравлă - ăҫта пăхан, унта ăмсанупа кĕвĕҫӳ, пĕрне-пĕри сутни, суйни хуҫаланать. «Илем килĕшӳре, илем поэзире»,-  тет вулакан   Валери Туркай тĕрлĕ ҫулта ҫырнă кĕнекесемпе паллашнă май. Акă вĕсем:  «Ҫăлкуҫ ҫути» (1989), «Шурă фарфăр чашăк» (1994),«Турă питĕнчи куҫҫуль» (1996), «Пурăнатпăр-ха! (1999),«Чунăм манăн, чунăм.» (2003),«Вĕҫленми Вĕҫев» (2009), «Ку эпĕ – Валери Туркай!» (2013), «Ҫиччĕрен- ҫиччĕ.» Коми, мари, мордва, пушкăрт, тутар, удмурт тата чăваш поэчĕсен сăввисем» (2014).

Ҫак кашни кĕнеке ҫинчен,  ыйхăран вăратакан, йыхравлакан, ырă сунакан, пурăнма чĕнекен  Туркай поэзийĕ ҫинчен, вĕҫĕмсĕр калаҫма пулать. Туркай - ирĕклĕхре ирĕккĕн вĕҫекен Турă кайăкĕ, вăл ыттисене те ҫав ирĕклĕхе чĕнет.

-Килĕшӳллĕ пурăнăр, пĕрне-пĕри хисеплĕр, юратăр, савăр, ача-пăча ҫуратăр, ĕҫлĕр, тăрăшăр, юрлăр-ташлăр, хăвăра – хăвăр ыттисенчен катăкрах ан туйăр, пуҫăра ан усăр, ҫывăрса ан ларăр, ытла йăваш ан пулăр!- акă  Валери Туркайăн тĕп йыхравĕ. Ҫакна вăл тăван халăха вĕҫĕ-хĕррисĕр юратса, чун-чĕререн, пĕтĕм кăмăлтан калать.

Халăх умĕнче сăвă каланă чух Туркай янравлă сассипе кашни сăмах тĕшшине туйăмлăн палăртса, пĕрре пăшăлтатса, тепре чуна кисретсе  хăйĕн чĕрине пайăн-пайăн  тăван халăха парнеленĕ пек туйăнать.

Валери Туркай ҫырнă  «Чĕрене юратма чараймастăн»  сăвăсен кĕнекине 2013-2018 ҫулсенче ҫырнă сăвăсенчен калăпланă. Вулакансен ячĕпе тав сăмахĕ каласа Венера Усанова библиотекрь Валери Туркая  ҫĕнĕ сăвăсем ҫырма ырлăх-сывлăх, телейлĕ кун-ҫул тата иксĕлми хавхалану сунчĕ. Икĕ енлĕ калаҫу вăраха пычĕ.Чăваш халăх поэчĕ Валерии Туркай  Ҫеҫпĕл Мишшин вил тăприйĕн шăпи ҫинчен, чăваш халăх юратакан поэтсен творчестви ҫинчен каласа пачĕ.

Яланхиллех Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай парнесемпе, вулакансем валли ҫĕнĕ кĕнекесемпе килнĕ. Тавтапуҫ сана ҫулăмлă Чĕрӳшĕн, Туркай!

 

 
 

 

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система Яльчикского района Чувашской Республики"

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика