Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

08.02.2019 Депутатсенчен - кĕнеке парни

Елчĕкри тĕп библиотекăра  халăх  суйланă Чăваш Республикин  Патшалăх Канашĕн  депутачĕпе  Петр Красновпа тата пĕрле килнĕ сумлă ăсчахсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу иртрĕ.

Тĕлпулăва уҫнă май район администрацийĕн пуҫлăхĕн пĕрремĕш ҫумĕ Леонард Левый республика парламенчĕн  депутачĕсем  П.С.Краснов тата Ю.А.Попов Елчĕк районнĕнче пурăнакан халăхшăн пысăк ĕҫсем тунине палăртрĕ, паян Раҫҫей наукин кунĕ пулнă май килнĕ ăсчахсене ҫак уявпа саламларĕ.

Петр Краснов  Чăваш Енĕн  социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн малашнехи тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ.  Пирĕн патшалăх политикин тĕп ҫул-йĕрĕсем уҫăлăхпа тӳрĕлĕх, ҫынсен пурнăҫ пахалăхне лайăхлатасси пулнине палăртрĕ. Яланхиллех хаклă парнесемпе килнĕ депутат.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчĕн ертӳҫи пулнă май Петр Краснов хăйĕн ĕҫтешĕсемпе Чăваш истори наукисен докторĕ Виталий Иванов профессорпа культурологи наукисен кандидачĕ Владимир Иванов (Алмантай) пирĕн ентешпе пĕрле районти ял тата шкул библиотекисем валли ҫĕнĕ кĕнекесем илсе килнĕ.

«Ачасем - пирĕн пуласлăх!» - терĕ Чăваш Ен пуҫлăхĕ М.В.Игнатьев хăйĕн Патшалăх Канашне  янă Ҫырăвĕнче. Ҫак сăмахсем паянхи тĕлпулăвăн тĕп шухăшĕ пулчĕҫ. Ҫитес ăру ăслă-тăнлă, анлă тавракурăмлă пулса ӳстĕр тесен, шăпах та парнеленĕ кĕнекесенче ҫырнă тăван халăх историне, аваллăхне, хальхи шăпине кашнийӗн тӗплӗн пĕлмелле.

К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен историпе культурăри тĕпчев ĕҫĕсен фончĕн ертӳҫи Виталий Иванов,   пурăннă пулсан ҫак кунсенче 80 ҫул тултаракан В.В.Николаев профессор ĕҫĕсенпе хатĕрленĕ  виҫĕ кĕнекерен тăракан «Иллюстрированная история чувашей», «История чувашей: Древняя эпоха» атласпа, «Чуваши. Этническая история и традиционная  культура» кĕнекесемпе тĕплĕн паллаштарчĕ.

Владимир Иванов (Алмантай) - пирĕн юлташ. Вăл парнеленĕ  «Культура суваро-булгар. Философия символов монет и украшений», «Сувар-пулкарсен культури. Авалхи ятсем тата вĕсен пĕлтерĕшĕ» тата ытти кĕнекесене халăх юратса вулать. Алмантай кĕнекинче ҫырнă «Суварăн кодексĕ - ваттисен пехилĕ» ман шутпа кашни чăвашăн чĕринче пулмалла. Сăмахран  «аҫу-аннӳн йăх-нĕсĕл йĕрĕсене ан тат, тăван халăх йышĕ ăруран-ăрăва ӳссе пытăр…Аҫу-аннӳ кил-ҫуртне яланах тирпейлĕ тытса пыр»,- тенĕ унта.

Пирĕн халăх, хури-шурне сахал мар тӳссе ирттернĕ пулин те, хăйĕн ĕмĕрхи культурине упраса аталантарса пыма пултарнă. Кун ҫинчен Алмантай ҫырнă «Культурная идентичность суваро-чувашей в условиях глобализации» кĕнекере паллашма пулать.

Тĕлпулăва хутшăннă  библиотека ĕҫченĕсем халăх хăйĕн йăли - йĕркине, чĕлхине, тумне  ҫухатмасăр упраса хăварас тесе нумай ĕҫлеҫҫĕ. Паян парнеленĕ кĕнекесем вара ҫак ĕҫе татах та тĕплĕнрех туса пыма пулăшаҫҫĕ.

Тӗлпулӑва килнӗ ӑсчахсене тав сӑмахӗ каласа район администрацийĕн пуҫлăхĕн пĕрремĕш ҫумĕ Леонард Левый малашне те Елчӗк районӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчĕпе килӗштерсе ӗҫлессине шаннине пӗлтерчӗ, парнеленӗ кӗнекесем пуриншӗн те, уйрӑмах ҫитӗнекен ӑрушӑн питех те кирлӗ тата усӑллӑ пулнине палӑртрӗ.

 

 

 

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система Яльчикского района Чувашской Республики"

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика