Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

25.04.2018 Иван Яковлевич Яковлева сума суса «Чăваш халăхĕн улăпĕ» уяв иртрĕ.

Аслă Таяпа шкулĕнче Иван Яковлевича сума суса «Чăваш халăхĕн улăпĕ» уяв иртрĕ. Аслă Таяпа ял вулавăшĕ «Эпĕ туса пĕтереймен ĕҫсене эсир туса пĕтерĕр» ятпа кĕнекесен куравне йĕркелерĕ. 1-9-мĕш классенче вĕренекенсем кунĕпех выставкăри кĕнекесемпе паллашрĕç, çĕннине нумай пĕлчĕç. Ял вулавăш ертӱҫи Елена Васильевна  Аслă вĕрентекен пирки тĕрлĕ кĕнекесенче тата унăн хайлавĕсемпе электронлă вулавăшра та паллашма, вулама пулнине аса илтерчĕ. Уява шкул ачисем илемлетрĕҫ: ачасем Яковлева халалланă сăвăсем вуларĕç, чăваш юррисене юрларĕç, юбилярăн калавĕсем тăрăх сценка лартрĕç.

И. Я. Яковлев пире тăван чĕлхене юратма, тăван халăха хисеплеме вĕрентнĕ. Çавăнпа та пирĕн чăваш культурине паянхи пурнăçăн çĕнĕлĕхĕнче те аталантарсах пымалла. Чĕлхене аталантарсан халăх нихăçан та пĕтмĕ. И. Я. Яковлев ячĕ, ĕçĕсем вилĕмсĕр, вĕсем чăвашăн чун-чĕринче упранаççĕ.

Иван Яковлевич Яковлев Атăл тăрăхĕнчи халăхсем валли вуншар шкул уçнине те, унти вĕренÿ ĕçне йĕркелесе, пăхса тăнине те манар мар. Патша саманинче вырăс мар халăхсене хутла вĕрентме ирĕк илмешкĕн питĕ йывăр пулнă. Çавăнпа Иван Яковлевича чăвашсем кăна мар, ытти халăх çыннисем те пысăка хурса хаклаççĕ. И.Я.Яковлев темиçе ют чĕлхе пĕлнĕ, тĕрлĕ çĕршыв ученăйĕсемпе çыхăну тытнă. Вĕсенчен чылайăшĕ Чĕмпĕре тĕрлĕ ыйтусемпе канаш илмешкĕн ятарласа килнĕ. Иван Яковлевич – чăваш халăхне парăннă аслă çын. Унăн сăмахĕсем те çакнах калаççĕ: «Манăн пĕртен-пĕр парти: чăваш хресченĕ, чăваш халăхĕ. Çынсем кирек мĕн калаччăр – эпĕ хура халăх управинчен тухаймарăм...»

Аслă Вĕрентекенĕмĕр тунă пысăк ĕçе эпир, чăваш çыннисем, çулсем иртнĕçемĕн тата ытларах хаклăпăр.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика