Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

24.04.2018 Урок-халал «Иван Яковлевич Яковлев – чăвашсен чаплă та мухтавлă çынни»

Иван Яковлевич Яковлев ячĕ чăваш халăхĕшĕн яланах хисеплĕ те чыслă пулнă. Унăн чапĕ халăхсем хушшинче çултан-çул анлăрах сарăлса пырать. Чăваш хресченĕсем И. Я. Яковлева «çутта кăларакан», «ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр» тесе чĕннĕ, вăл уçнă шкулăн ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. «Чăваш шкулĕ пирĕншĕн хĕвел вырăнне пулчĕ», «Чăваш шкулĕ хресчен куçне уçрĕ» тенисем халичченех упранса юлнă.

И. Я. Яковлев чăваш çырулăхĕшĕн, наци чĕлхи аталанăвĕшĕн, халăх культуришĕн пысăк ĕç тунă, нумай вăй хунă. Çавăнпа та унăн ячĕ чаплă, сумлă, хисеплĕ ята тивĕçлĕ.

Кашни кун И. Я. Яковлев пурăннă тата ĕçленĕ вăхăтсем пиртен инçете юлса пыраççĕ. Анчах та паллă çынсен ĕçĕсем тата ăслă шухăшĕсем кивелмеççĕ, вĕсем çамрăк ăрушăн питĕ çывăх тата питĕ кирлĕ пулса тăраççĕ. Иван Яковлевич чăваш халăхĕшĕн тăрăшнипе эпир халĕ ытти халăхпа пĕр тан, çавăнпа паянхи пурнăçра çĕнĕ технологирен (компьютертан) юлма пултараймастпăр.

Тăван халăхне çутта кăларакан сумлă та чаплă педагогăн, Иван Яковлевич Яковлевăн, ятне Раççейре те, ун тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Унăн çур ĕмĕре пынă нумай енлĕ ĕçĕ-хĕлĕ халăхсем хушшинче самана пĕлтерĕшлĕ пулса историе кĕрсе юлнă, тĕнчери тĕрлĕ çĕршывсенче ырă ята тивĕçнĕ.

И. Я. Яковлевăн кун-çулĕ вăрăм, йывăр, анчах та телейлĕ пулнă. Вăл тăван халăхшăн питĕ нумай ĕç тунă: Чĕмпĕрти чăваш шкулне йĕркеленĕ, чăваш çырулăхне пуçарса янă, чăваш, тутар, мăкшă ачисем валли нумай шкул уçнă. ХIХ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Иван Яковлев чăваш ачисем валли алфавит йĕркеленĕ, букварь, учебниксем кăларнă, К. Д. Ушинскин тата унăн вĕренекенĕсен педагогика еткерне усă курса вĕрентÿ методикине хатĕрленĕ. Хăйне пулăшса пыракансемпе пĕрле А. С. Пушкин, М. Ю. Лермонтов, Л. Н. Толстой, Н. А. Некрасов произведенийĕсене чăвашла куçарнă, 1912 çулхине Псалтырь, 1918 çулхине Моисейĕн тăватă кĕнекине пичетленĕ. И. Я. Яковлев ĕçĕсене каласа пĕтерейместĕн. Чаплă ăславçă, патриот, ăслă учитель хăйĕн ырă шухăшĕсемпе кăна палăрса тăмасть, тата вăл историллĕ ĕçсем те чылай тунă.

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче  чăваш халăх патриархĕ çуралнăранпа 170 çул çитет. Аслă Таяпари вулавăшра Иван Яковлевича Яковлева халалласа «Иван Яковлевич Яковлев – чăвашсен чаплă та мухтавлă çынни» урок-халал иртрĕ. Унта 7-мĕш класс вĕренекенĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем И.Я. Яковлев çырнă халала тĕрлĕ чĕлхепе вуларĕç. И. Яковлев чăваш халăхĕ валли çырнă халал кашни çыншăн пысăк та тарăн 6 пĕлтерĕшлĕ. Çак халалри кашни сăмахра, кашни йĕркере Патриархăн чĕри канăçсăр тапни сисĕнет. «Сирĕншĕн эпĕ чун-чĕрене нумай ырттарнă, халĕ тесирĕн çинчен шухăшлатăп, çавăнпа эпĕ хамăн юлашки ĕмĕтĕме калатăп», - тесе çырнă вăл 1921 çулхине çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче.

И. Я. Яковлевăн сăваплă та пархатарлă ĕçне малалла та аталантарса пырасчĕ.

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика