Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, Аслă Вĕрентекенĕмĕр, пирĕн патриархăмăр — çак чаплă сăмахсем пурте Иван Яковлевич Яковлев çинчен.
2018 çулта ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш халăх патриархĕ çуралнăранпа 170 çул çитет. Тăван халăха чăн малтанах çырулăх «парнеленĕ» Иван Яковлев чăваш ачисем валли шкулсем уçнипе те паллă. 1871 çулта Иван Яковлев хăйпе пĕр шухăшлă çынсем пулăшнипе чăваш алфавитне йĕркеленĕ, пĕрремĕш чăваш букварьне тата вĕренÿ кĕнекисем пичетлесе кăларнă. Çапла майпа вăл чăваш çырулăхне, литературене ирĕклĕн аталантармашкăн çул уçнă.
Иван Яковлевич Яковлев Атăл тăрăхĕнчи халăхсем валли вуншар шкул уçнине те, унти вĕренÿ ĕçне йĕркелесе, пăхса тăнине те манар мар. Патша саманинче вырăс мар халăхсене хутла вĕрентме ирĕк илмешкĕн питĕ йывăр пулнă. Çавăнпа Иван Яковлевича чăвашсем кăна мар, ытти халăх çыннисем те пысăка хурса хаклаççĕ.
И.Я.Яковлев темиçе ют чĕлхе пĕлнĕ, тĕрлĕ çĕршыв ученăйĕсемпе çыхăну тытнă. Вĕсенчен чылайăшĕ Чĕмпĕре тĕрлĕ ыйтусемпе канаш илмешкĕн ятарласа килнĕ.
Чăваш халăхĕ миçе ĕмĕр православи тĕнĕпе пурăнать, вырăссемпе туслă. Чăвашсене çутта кăларакан Иван Яковлев та хăйĕн Халалĕнче çапла чĕнсе каланă: «Верьте в Россию, и она вам будет матерью!»
Аслă Таяпари вулавăшра Иван Яковлевича Яковлева халалласа унăн кун-çулĕпе пултарулăхĕ çинчен калакан «Чăвашсене çутта кăларакан» кĕнекесен куравне йĕркелерĕмĕр. Тĕп тĕллевĕ - чăваш алфавитне тунă пархатарлă çыннăн ятне ĕмĕрлĕхе хăварасси.
Кунта И.Я.Яковлев ачалăхне, çамрăклăхне, вĕреннĕ çулсене, пултарулăх çул-йĕрне, шкулсем уçнине, чăваш халăхĕшĕн тĕлĕнмелле пысăк ĕçсем тунине вуласа пĕлме пулать. И.Я.Яковлев нумай тĕрлĕ аталаннă çын пулни тĕлĕнтерет: педагог тата психолог, писатель тата критик, редактор тата издатель, куçаруçă тата кĕнеке саракан, фольклорист тата этнограф, историк тата искусствовед, общество деятелĕ тата философ, энциклопедист. Аслă Вĕрентекенĕмĕр тунă пысăк ĕçе эпир, чăваш çыннисем, çулсем иртнĕçемĕн тата ытларах хаклар.