Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

25.04.2017 "ПĔТĔМ ЧĂВАШ ДИКТАНЧĔ-2017" АКЦИЕ ХУТШĂНТĂМĂР

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче  Аслă Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акци иртрĕ.  Унăн тĕп тĕллевĕ:

- чăваш чĕлхине юратма вĕрентесси;

- чăваш чĕлхин сум-хисепне ÿстересси;

- чăвашла тĕрĕс çырма пĕлнине тĕрĕслесси.  

        Акцие Аттепе Анне çулталăкне тата  Чăваш чĕлхи кунне халалланă. Кăçал вăл республикăра пиллĕкмĕш хут иртрĕ. Ăна  Чǎваш патшалǎх гуманитари ǎслǎлǎхĕсен институчĕ, Чǎваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чǎваш наци телерадиокомпани, И. Я. Яковлев ячĕллĕ  ЧППУ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ,  Чăваш наци конгресĕ  йĕркеленĕ.

   Аслă Таяпа шкулĕнчи 10 вĕрентекен, 42 вĕренекен (5-9-мĕш классем) тата  40 ытла ашшĕ-амăшĕсем диктант çырма кăмăл турĕç. Паллă этнопедагогăн, хамăр ентешĕн Геннадий Волковăн  «Ăслă ача» хайлавĕнчи сыпăка çырма пурне те питĕ килĕшрĕ.

    Халĕ диктанта мĕнле çырнине хакласса  чăтăмсăррăн кĕтетпĕр.   

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика