Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

26.04.2017 Тăван çĕрĕм – пахарах, анне чĕлхи – хаклăрах

Чăваш чĕлхи çав тери çепĕç илемлĕ, пуян… Тăван чĕлхене юратакансем – чăн-чăн телейлĕ çынсем. Вĕсем çак  вĕçĕ-хĕррисĕр тĕнчен мăнаçлăхне ăнкарса чăваш халăх шăпине, йăли-йеркине,  тăван чĕлхен сапăрлăхне ăша хываççĕ, малалла пурăнма вăй-хал пухаççĕ.

Тăван чĕлхе – çыншăн чи çывăххи тата хакли. Ăна юратасси аннен сăпка юрринчен, тавралăхпа пĕрремĕш хут паллашнă чух усă куракан сăмахсенчен пуçланать. Тăван чĕлхе – халăх культурине палăртакан чаплă тата хăйне евĕрлĕ пуянлăх. Чăваш  чĕлхин уявне Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ регионĕнче анлăн паллă тăваççĕ.

Тăван чĕлхе кунне тата Чăваш Республикин тĕп символĕсене йышăннăранпа 25 çул çитнине халалласа Аслă Таяпа ял вулавăшĕнче Елчĕкри тĕп библиотекăпа пĕрле йĕркеленĕ «Тăван çĕрĕм – пахарах, анне чĕлхи – хаклăрах» çавра сĕтел иртрĕ. Çавра сĕтел вара районти библиотека ĕсченĕсене тата тăван тавралăха юртма та хисплеме пĕлекенсене пуçтарчĕ.

Мероприятине Елчĕкри централизациленĕ библиотекăсен системин ертÿçи  Наталия Романова уçрĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕн  пуçлăхĕн çумĕ Нелли Иванова пуçтарăннă хăнасене ăшă сăмахсемпе уяв ячĕпе саламларĕ, Аслă Таяпа çĕрĕ çинче çакăн пек мероприяти ирттерме палăртнăшăн хĕпĕртерĕ.

 Аслă Таяпа ял вулавăш заведующийĕ Елена Сапожникова  «Чăваш кĕнеки – ăрусен çыхăнăвĕ»  ятлă анлă кĕнеке куравĕпе паллаштарчĕ. Уйрăмах вăл Аслă Таяпаран тухнă çыравçă Елена Хĕвелпи (Барская) пурнăçĕпе  ĕçĕ-хĕлĕ çинчен чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех кĕнеке куравĕнче чăваш чĕлхин пуянлăхне уçса паракан тĕрлĕ тĕпчевçĕсен, сăмах ăстисен   пултарулăхĕпе паллашма май пулчĕ. Кĕнеке куравĕнче Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне пехиллесе хăварнă «Чун халалĕ» пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.  Унти кашни сăмахра ăруташсен шăпишĕн хыпса çуннă ăсчахăмăрăн канăçсăр чĕри таппине туятăн. Халăха çутта кăларасшăн пĕтĕм пурнăçне хывнă çын, хăйĕн тивлетне Турă ирĕкĕ пек ăнланса,  чăвашсене таса чунлă та мал туртăмлă пулма пиллет.    

Пуçтараннă хăнасене клуб ĕçченĕсем, шкул ачисем тата  юрра-ташша ăста  ял-йыш тăван чĕлхене халалланă çепĕç те илемлĕ юрăсемпе, чуна пырса тивекен сăвăсемпе савăнтарчĕç, чăваш чĕлхин пуянлăхне кăтартса пачĕç.

Мероприятие тăснă май тĕп библиотека ĕçченесем  тăван тавралăх историне анлăлатса, пуянлатса пырасси тата  упраса хăварасси – библиотекăсен тĕп тĕллевĕ пулнине çирĕплетрĕç, малалла мĕнлерех  ĕçсем туса ирттермеллине  сÿтсе яврĕç. Маларах йеркеленĕ «Чăваш Республикин патшалăх символĕсене пĕлетĕр-и эсир» викторина хуравĕсемпе тата Чăваш Республикин патшалăх Гимнĕн, Гербĕпе Ялав авторĕсем çинчен анлăрах паллаштарчĕç.

Асăннă мероприятире чăваш халăх культурин хăйне евĕрлĕхне упрас тата аталантарас тĕлĕшпе, халăхăн авалхи йăлисем тата культура пуянлăхĕ ăруран ăрăва куçса пыма май пани çинчен çирĕплетрĕç ĕҫе парăннă вулавăш ĕçченесем.

Фотохроника

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика