Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

28.04.2017 Тăван çĕр-шыв – юратнă çĕр-шыв

Раççейре тĕрлĕ район-хула символĕсене 1-мĕш Петĕр патша вăхăтĕнчех йышăннă. Анчах та вăхăт иртнĕ май ятарлă паллăсем манăçа тухма пуçланă. Иртнĕ ĕмĕрĕн вĕçĕнче Борис Ельцин президент хушăвĕпе çĕршывра çĕнĕрен геральдика канашне йĕркеленĕ. Регионсем патшалăх çирĕплетнĕ çĕнĕ ялавсемпе гербсем йышăнма пуçланă.  

Чăваш енре çак яваплă ĕçе Элли Юрьев художника шаннă. Чăваш Республикин  символĕсем: герб, гимн  тата ялав. Сарă ялав çинче чăваш тĕрри—пурнăç йывăçĕ, вăл республикăри тата ун патшалăхĕнчи чăвашсен пĕрлĕхне пĕлтерет. Герб çинчи хăмла курланкисем вара Чăваш ен хăмла ĕçĕпе паллă пулнине çирĕплетеççĕ. Чӑваш Республикин Патшалӑх гимнĕ тесе «Тӑван ҫĕршыв» юрра ҫирĕплетнĕ. Унӑн авторĕсем И.Тукташ поэт тата Г.Лебедев композитор.

Чăваш Енĕн патшалăх символĕсем çинчен калакан саккуна 25  çул каялла йышăннă. Уява халалласа паян  Аслă Таяпари вулавăшра культура çурчĕн ĕçченĕсемпе тата вулакансемпе пĕрле «Тăван çĕр-шыв – юратнă çĕр-шыв»  мероприяти иртрĕ.  

Мероприяти  «Тăван çĕр-шыв – юратнă çĕр-шыв» чăваш гимнĕпе уçăлчĕ.  Ун хыççăн вулакансене Сапожникова Е.В «Чăваш Республикин  патшалăх  символĕсене йышăннăранпа -25 çул» кĕнеке куравĕпе,  «Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ» видероликсемпе, тӗрлӗ презентацисемпе паллаштарчĕ.

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика