Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

02.11.2015 Аслă Таяпа ял вулавăшĕнче вулакансем чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫине кӗнĕ кĕнекесемпе паллашрĕç

Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пуҫарса янипе наци литературин чи паха тӗслӗхӗсене тупса палӑртас тата вулакансен хастарлӑхне ӳстерес, нумайрах вулама хистес тӗллевпе Наци вулавӑшӗ республика шайӗнче «Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи: вуламалли 100 кӗнеке» проект пурнӑҫларӗ. Юлашкинчен вара «Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи: вуламалли 100 кӗнеке» электронлӑ коллекци йӗркеленчӗ, вӑл Наци вулавӑшӗн сайтӗнче вырнаҫрӗ.

Паян Аслă Таяпа ял вулавăшĕнче чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫине кӗнĕ кĕнекесемпе паллашрĕç. Вĕсен шутĕнче Г.Орлов çырнă «Вутри юрату», Н. Мранька «Ĕмĕр сакки сарлака», А.Емельянов «Хура кăрăç», Е.Лисина «Çăкăр чĕлли» кĕнекисем.

Чӑваш литературин чи лайӑх хайлавӗсене халӗ Интернет урлӑ килтен ниҫта тухмасӑрах паллашма пулать. Тӑван чӗлхепе культурӑна юратакан, йӑх-неселсене сума сăвакан, чăвашлăха малалла аталантарма ăнтăлакан кашни çыннăн çак кĕнексене вуласа тухмаллах!

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика