Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

12.08.2015 «Ылтăн пучах» агиткультбригада ушкăнĕ хресчен хуçалăхĕнче

Кĕрхи кун çулталăк тăрантарать, теççĕ. Акă, Аслă Таяпа ялĕнчи Васильева Т.Г хресчен хуçалăхĕнче те хĕрÿ ĕççи пырать. Кăçал вĕсем ăнса пулнă тырра пушшех те вăхăтра пуçтарса кĕртесшĕн. Лайăх çанталăкпа усă курса ырми-канми ĕçлеççĕ.

Кану вăхăтĕнче культура ĕçченĕсем те час-часах ял ĕçченĕсемпе тĕл пулаççĕ.  Паян та авăнăн 12-мĕшĕнче «Ылтăн пучах» агиткультбригада ушкăнĕ ял ĕçченĕсене çĕнĕ юррăсемпе савăнтарчĕ. «Кун пек канса илнĕ хыççăн малалла ĕçлеме те кăмăллă»: - терĕç ял ĕçченĕсем.

Кăçал литература çулталăкĕ пулнă май Аслă Таяпари вулавăш  ертÿçи Сапожникова Е.В. ял ĕçченĕсене çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарчĕ, хĕрÿ ĕçсем вĕçленсен вулавăша  çÿреме ыйтрĕ.

Васильева Т.Г культура ĕçченĕсене тав сăмахĕ каларĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика