Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

12.07.2015 Питрав – чăвашсен уявĕ

Утă уйăхĕнчи чи паллă кун чăвашшăн – Питрав. Ĕлекрен пыракан йăлапа Питрав кунĕнче çĕнĕ милĕкпе мунча кĕреççĕ, çĕр çырлинчен кукăль пĕçереççĕ, сăра вĕретеççĕ.

Тыр-пул ÿстерекенсемшĕн çав тери хаклă, хĕрÿллĕ вăхăт пуçланнă. Çавăнпа ваттисем çапла каланă:«Кахал кăна тырă вырнă вăхăтра авланать»,- тенĕ. Утă уйăхĕн 12-мĕшĕ хыççăн çынсем кайăксем сахалтарах юрланине асăрханă. Куккук авăтнине сăнанă, куккук Питравччен пĕр эрне маларах авăтма чарăнсан, хĕл кая юлса килет, тенĕ. Юлашки хут вăййа Питрав кунĕн каçĕнче ял урамĕнче ирттернĕ .  Ун хыççăн вăййа тек тухман.

Ăмăрлă çанталăка пăхмасăрах Питрав кунĕнче Аслă Таяпапа Шуршу ялĕсенче  вăййа тухрĕç. Культура ĕçченĕсем ертсе пынипе ял урамĕсем тăрăх вăйă юррисем шăранчĕç.  Илемлĕ чăваш ташшисем ташларĕç.

Ял халăхне çырла куклисемпе, кăпăклă сăрапа сайларĕç. Асра юлмалла иртрĕ Питрав уявĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика